Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ кунта активлӑ канӑвӑн ку чухнехилле хӑтлӑ парк вырнаҫнӑ.А теперь здесь расположился современный и комфортный семейный парк активного отдыха.
Уфа районӗн Затонӗнче нацпроекта пула "Волна" ҫемье канӑвӗн хӑтлӑ паркӗ йӗркеленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3660366
Каллех пуҫӗ ҫаврӑнма, тӑнлавра тӳнккеме, урисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, пилӗкӗ йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле сӑрлатса ыратса кайрӗ, куҫӗ хуралса килчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ватти халь яш чухнехилле хӗрсе каймассерен чӗри тӗлӗнчен аллипе ярса тытать.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Чун-чӗре тинех лӑпланчӗ, шиклӗхе, мӗскӗнлӗхе сирсе, вӑл савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе ҫунатланса илчӗ, хӑюлӑх шерпечӗпе тулса ларчӗ, ача чухнехилле, тӑван анне ытамне пашлатнӑн туйса, ачашланса йӑшассӑм килчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ман ыйту вырӑнсӑртарах пулнине эпӗ ҫавӑнтах сисрӗм: председатель ҫӳхе тутисене йӳҫӗ улма ҫинӗ чухнехилле пӑрса илчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эсӗ — ҫук-и? — хальхинче питне кулнӑ чухнехилле турӗ вырӑс.А ты — нет? — Русский снова изобразил на лице подобие улыбки.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӗвел чӑн тӳпене хӑпарса ҫитнӗ-мӗн, вӗри кӑмака умӗнче чухнехилле пӗҫертет.Солнце стояло в самом зените и жгло так, будто рядом топилась жаркая печь.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫын, сӑмах пӗтнӗ чухнехилле, пат татса хумарӗ, ыйтӑва татах сӳтсе явма хатӗр пулнӑ евӗр те хута кӗнӗ пекрех те иккӗленсе калаҫрӗ.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хурланнӑ чухнехилле сасси аран тухать ун, куҫӗ хӑйӗн кулма хӑтланса ҫиҫет.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
…Золотницкисем патне уяв чухнехилле тумланнӑ Хвелюк пырса кӗчӗ.Как-то в дом Золотницких вошла празднично одетая мать Ульди — тетушка Хвелюк.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Пу-ка-не! — тенӗ вӑл хыттӑн, хӑлхасӑрпа калаҫнӑ чухнехилле.— Пу-га-не, — громко, по слогам произнесла она, указывая на свое богатство.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Гаврик калаҫма чарӑнса манӑн хуҫпуҫҫинчен ярса тытрӗ, унтан, пуҫне пӗшкӗртсе, чыхӑнса кайрӗ, сивӗ тытнӑ чухнехилле чӗтренсе ларчӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Джесси чӗмсӗррӗн ларать, тӗкӗр умӗнчен чавсисемпе тӗревленнӗ; питне ал тупанӗсемпе ҫавӑрса тытнӑ та — хӑйне кӗнеке вуланӑ чухнехилле тӗсесе сӑнать; ҫапла нумай вӑхӑт иртрӗ, эпир каласа кӑтартнӑ истори кӑларса тӑратнӑ мӗн пур шухӑш ҫак авӑкра унӑн тӗксӗм ҫӳҫлӗ вӗри пуҫӗнче арпашӑнса йӗркеленсе ҫитрӗ, — хӑйӗн парнисемпе, ыйтӑвӗ-хистевӗпе.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн хӗрӳллӗ, чӗрене ҫурса ырат-таракан шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗ иртсе кайрӗ; вӑл юратнӑ тата сыхласа упранӑ пурнӑҫӗ вӗҫленчӗ, вӑл нихӑҫан та туйса курман пурнӑҫ — наркӑмӑшланнӑ чунлӑ, хӑявӗсенчен чи лайӑххине тӳссе-чӑтса ирттернӗ чӗреллӗ пурнӑҫ — пуҫланчӗ пулин те вӑл халӗ Моргиана суйнине итленӗ чухнехилле хытӑ ҫунмасть-кулянмасть ӗнтӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хӗр ҫырӑва ӗненме те аптӑрать, ӑна хирӗҫлемест те; унӑн хӑравӗ чикӗрен каҫрӗ, харпӑр хӑйне тытма пӗлеслӗхе ҫутатнӑшӑн ун умӗнче, — ку вара шанманлӑх пӗлтерӗшӗллӗ, — хӑйне намӑслантарма кая юлман-ха; анчах пушарӑн куҫа шартаракан ҫутинче вӑранса кайнӑ чухнехилле сехӗрленӳ евӗрлӗ туйӑма ниепле те тытса чараймасть.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Капмар-анлӑ путӑк тӗпнелле ҫутӑ ҫӑра ӗнтрӗк евӗр сӑрхӑнса сарӑлать; пусӑрӑннӑ-чарӑлнӑ куҫсем йӗри-таврари икӗ чул хӳмеллӗ уҫлӑха е, тӗрӗсрех, сӗмлӗхе аран-аран уйӑраяҫҫӗ, — нӳхрепе хушӑк витӗр ҫутӑ пайӑрки кӗнӗ чухнехилле.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унпа калаҫма пуҫларӗҫ ахӑр: «Никам та ҫукла, анчах кӗҫех килсе кӗрес чухнехилле пул», — мӗлтлетрӗ Моргианӑн.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Диван хӑлӑпӗсене пӳрнисемпе шаккакалать, унтан Гез ҫине пылчӑклӑ урамран асӑрхануллӑн каҫнӑ чухнехилле пӑхса питне пӗркелентерчӗ те куҫӗсене айккинелле пӑрчӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эх, Эверкки, пӑчӗк чухнехилле, халӗ те айван-ҫке эс, — хӑйне май ӑнланчӗ ҫакна кукамӑшӗ.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫапӑҫнӑ чухнехилле, умра, малалла куҫакан пуҫсем урлӑ — куҫӑм ҫийӗн каҫӑрӑлса тӑракан статуйӑна куратӑн.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.