Поиск
Шырав ĕçĕ:
хирӗҫлӳ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ҫакӑ пӗтӗмпех ҫав ачаш чӗрчуна кӳрентерсе мӗн тери халтан ярса, пӗтерсе хурасси ҫинчен эпӗ калама та пултараймастӑп; ӑна чухласа илме Анета мӗнле вылянине курас пулатчӗ, вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, пӑлханса кайнӑскер, кӳреннӗскер, допрос тунӑ чух мӗнле тӑнине курас пулатчӗ; унӑн сасси те, сӑнӗ-пичӗ те хӑрушла хирӗҫлӳ — вӑл чуна ҫурса яракан, ҫӗр ҫинчи нумай киревсӗрлӗхсене палӑртса питлекен, унпа пӗрлех темле ӑшӑ, сӑпайлӑ хӗрарӑм туйӑмӗпе ҫемҫелнӗ протест пекчӗ, ҫав ачаш туйӑм унӑн пур хусканӑвӗсенче те, унӑн пур сӑмахӗсенче те палӑратчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫав вӑхӑтрах тата акӑ мӗн пулса иртнӗ: Марыся паннӑн ашшӗне, ватӑ Казимир пана тата темиҫе поляк рабочие хирӗҫлӳ организацинче тӑнӑшӑн арестлесе хупнӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Воропаев енчен нимӗнле хирӗҫлӳ те пулма пултарас ҫук пек, вӑл, васкаса, унӑн шинельне вешалка ҫинчен илме тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах хӑй: — ҫул питӗ япӑх, пӗтӗмпех пӑрланса ларнӑ!..
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах вӗсен сассинче темшӗн, ӑнланса илме те ҫук, чӗререн тарӑхса тухакан салхулӑхра хирӗҫлӳ пурри янӑрарӗ.И было непонятно, почему в их криках слышалась неподдельная грусть и отчаянье.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Страницы:
- 1