Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уттине (тĕпĕ: утӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсем чӑн малтан ҫыннӑн кӑмӑл-сипетне, сывлӑхне, питне-куҫне, тыткаларӑшне, уттине, калаҫӑвне хакланӑ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Уншӑн вӑл чӑннипех хавасланчӗ пулмалла; пур ӗҫе те пысӑк сестрасем пекех тума, хусканӑвӗсемпе уттине те вӗсенчен вӗренме тӑрӑшрӗ…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унччен Симӗс зал е алӑстисен залӗ пулнӑ мозайкӑллӑ залра алӑстисен триумфлӑ уттине кӑтартакан мозайкӑллӑ ӳкерчӗк пур — модерн стилӗпе хура мраморпа витнӗ триптих, ун айӗнче ҫапла ҫырни пур: Handwerk hat goldenen Boden (пӗлтерӗшӗ: Ал ӑсталӑхне пӗлекен нихӑҫан та ҫухалса каймӗ), аялта сулахай енче — Юлиус Диес проекчӗпе хатӗрленӗ Рауэкер ӑсталӑх лаҫҫин палли.

В мозаичном зале, бывшем зеленом зале или зале ремесленников, находится мозаичное изображение- триптих триумфального шествия ремесленников в стиле модерн в облицовке черным мрамором, под этим посередине надпись: Handwerk hat goldenen Boden (смысл: Владеющий ремеслом никогда не пропадёт), внизу слева знак мастерской Рауэкера по проекту Юлиуса Диеса.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Фронт ҫывхарнӑҫем Иван уттине татах хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, суха тунӑшӑн парас уттине сутса кӑштах та пулин пурӑнмалӑх ҫӑкӑр илччӗр.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна хирӗҫ хӑй те алӑ сулчӗ те уттине хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кун иртет те ҫӗр иртет, ҫиелтен пӑхма пурте пӗр хӑнӑхнӑ йӗрпе тикӗссӗн пырать темелле пурнӑҫ, анчах хӑй черечӗпе улшӑнӑвӗ килсех тӑрать иккен кун уттине.

Помоги переводом

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн чунӗнче Ваҫилешӗн пӑшӑрханни вӗресе хӑпарчӗ те уттине хӑвӑртлатрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки вӑйне пуҫтарса вӑл уттине хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ, палӑрмаллах ывӑнчӗ пулин те, уттине васкатрӗ, ҫав кашкӑрсемпе каллех ҫапӑҫас килмерӗ унӑн.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫех ҫӑткӑнсем уттине хӑвӑртлатрӗҫ, вӗсем хыҫрах сывлани те илтӗнет ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем, ҫын хӑранине ӑнланса, хӑюлланчӗҫ курӑнать, уттине хӑвӑртлатрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн сылтӑмалла тайӑларах тӗппӗл-тӗппӗл уттине астуса юлчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уттине те ҫулать, тавӑрса типӗтет, сип-симӗс курӑка ҫак вите тӑррине кӗртет.

Помоги переводом

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем пӗр вӑхӑтрах пӗр-пӗрин ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, вара Завьялов хӑй сисмесӗрех уттине хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Те ҫакна сиссе лешӗ уттине хулленлетрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫапла шухӑшласа, Павӑл уттине хӑвӑртлатрӗ те клуб умӗнчен иртрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Мӗн килӗшми пулчӗ-ши кине, сасартӑках мӗн тӗксӗмлетрӗ-ши унӑн савӑнӑҫлӑ сӑнне, мӗн вӑйсӑрлатрӗ-ши ҫирӗп уттине?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Элекҫей хуса ан ҫитейтӗр, сассине те илтем мар, сӑнне те курам мар унӑнне тесе, уттине хӑвӑртлатнӑҫемӗн хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑна ҫӗре илсе пӑрахса Герасим Федотович картламне тӳрлетрӗ, шыв ӑсма каяканскер, уттине хӑвӑртлатрӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней