Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авторӗсене (тĕпĕ: автор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренмесӗрех танкист е летчик, артиллерист «пулнӑ» ҫынсене ҫеҫ мар, ҫӳлте асӑннӑ начар сӑвӑсен авторӗсене те юратмаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Стройкӑран редакцие ун пек ҫыру пыни, паллах, илем кӳрес ҫук пире, ҫапах та ҫыру авторӗсене тав тӑвасси ҫеҫ юлать.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлеҫҫӗ пулсан, ҫыру авторӗсене чӑл-пар салатма ирӗк памастчӗҫех Турунова.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пур-и, ҫук-и, ҫапах та эпӗ ҫырупа ун авторӗсене вӑрттӑнлӑхра усрама тивӗҫлӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара, ҫурма ҫултан иртсен, хамран хам сасартӑк ыйтрӑм: ҫапла туса йӑнӑшмӑп-и, ҫыру авторӗсене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкермӗп-и?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Сире пула сиксе тухрӗ ку мӑшкӑл, пӗтӗмпех сире пула! — пушмакӗ вараланнӑшӑн та хаҫатри статья авторӗсене ӳпкелерӗ Таранов.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсен авторӗсене – Элли Михайлович Юрьева, Герман Степанович Лебедева, Илья Семенович Семенова (Тукташа) тав тӑватӑп, вӗсен ячӗсем республика историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ.

Благодарю их авторов – Элли Михайловича Юрьева, Германа Степановича Лебедева, Илью Семеновича Семёнова (Тукташ), их имена навечно вписаны в историю республики.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/04/29/glava ... aet-s-dnem

Рекеев чӑваш шкулӗсем валли кӑларакан учебниксен пахалӑхне те тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ, авторӗсене кирлӗ канашсем панӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Цитатӑсене (пӗр-пӗр текстри вырӑнсене) илсе кӑтартнӑ чух вӗсен авторӗсене палӑртма манмалла мар тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Помоги переводом

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Чи лайӑх ӗҫсен авторӗсене февральте «Юность» лагерьте иртекен «Идейӑсен ярмӑрккине» чӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӳршӗсенче // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Кунсӑр пуҫне жюри лайӑх кӗнекесен авторӗсене уйрӑммӑн хавхалантарать.

Кроме того, жюри вдохновляет авторов хороших книг отдельными призами.

Галина Матвеева кӗнеки диплома тивӗҫнӗ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/31644.html

Эпӗ ҫакна аван пӗлетӗп: мӗн курнине нумай вӑхӑт асра тытакан е ун ҫинчен дневник ҫырса пыракан автор кӗнекипе танлаштарсан, нимӗнле пултарулӑх та, пӗлӳ те тата талант та ҫук авторсем ҫырнӑ сочиненисем хӑйсен авторӗсене нихҫан та чапа кӑларма пултараймаҫҫӗ.

Я отлично знаю, что сочинения, не требующие ни таланта, ни знаний и никаких вообще дарований, кроме хорошей памяти или аккуратного ведения дневника, не могут особенно прославить их автора.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӳкерчӗксене «Вольск пурнӑҫӗ» сайтран илнӗ, ҫӑлкуҫра авторӗсене палӑртман.

Изображения взяты с сайта «Вольская жизнь», в источнике авторы не указаны.

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html

Илья Алексеев ҫав кӗнеке авторӗсене ман атте ятне аса илсе ҫыртарнӑ, Брест крепоҫӗнче хӑй те 333-мӗш полкра ҫапӑҫнӑ, тыткӑна лекнӗ, унтан тарса ӳкме пултарнӑ.

Помоги переводом

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Авторӗсене хӑйсене ҫунтарас вырӑнне вӗсен произведенийӗсене ҫунтарса ячӗҫ.

Вместо того чтобы сжечь самих авторов, сожгли их сочинения.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Йӑпӑлти юлташсем вара састашӗ те, виҫи те пӑтранакан сӑвӑсен авторӗсене Маяковскипе танлаштараҫҫӗ, якатса ҫитереймен повӗҫсене Чехов патне туртаҫҫӗ.

А друзья подхалимы возвышают до Маяковского авторов стихотворений, которые путаются даже в рифмах и ритмах, вставят в ровень с Чеховскими повести, которые не доведены до совершенства.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Ҫапла Владимир Егорова «Эпӗ мар» юрра авторӗсене палӑртмасӑр юрлама чарнӑ.

Так Владимир Егоров перестал петь песню «Не я», не отмечая авторов.

А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html

Жюри пайташӗсем Чӑваш Республикин паллӑ писателӗсемпе журналисчӗсем, тава тивӗҫлӗ учителӗсем пулассине, конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пӗрремӗш тапхӑрта пӑхса тухса хак парассине, чи лайӑх та паха хайлавсен авторӗсене иккӗмӗш тапхӑра Шупашкара килме чӗнессине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

ТР Промышленность министрӗн ҫумӗ В.Нагорнов скульптора Тав ҫырӑвӗ панисӗр пуҫне палӑк авторӗсене урӑх чыслакан пулмарӗ.

Кроме награжденного Благодарственным письмом заместителя Министра промышленности РТ скульптору В.Нагорнову награждаемых авторов памятников не было.

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Халӑх юрӑсене шӑрантарать пулсан та вӗсен авторӗсене пӗлсех каймасть.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней