Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑнкӑртамри Чулпан Пазюкова фермер хуҫалӑхӗ хатӗрленӗ проект вара РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсӗнче чи лайӑх 10 проектсен йышне кӗрсе ҫӗнтернӗ, 10 млн тенкӗ илме тивӗҫнӗ.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
Ку хута хирӗҫ губернатор Улатӑрта Герасимов тӑванӗсене тупайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Шӑнкӑртамри Солдатовсем пирки ҫапла ҫырнӑ:
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Уяв пӗлтерӗшне палӑртнӑ май Рудольф Селиванов Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗ Совет Союзӗн Геройӗсен Анат Туҫара ҫуралса ӳснӗ Павел Ефимович Кузнецов, Ыхра Ҫырминчи Баки Сибгатуллович Рахимов тата Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗсен Сӑкӑтри Порфирий Герасимович Кариков, Шӑнкӑртамри Бедертдин Сатретдинович Тухветуллов, Патӑрьелӗнчи Александр Порфирьевич Табаков ячӗсене асра тытнине, вӗсемпе мӑнаҫланнине каларӗ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
Шӑнкӑртамри вӑтам шкула ҫӳренӗ.
Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06
Патӑрьелӗнчи «Сказка» ача садӗнчи М. Кисеева, Первомайскинчи «Шуҫӑм» ача садӗнчи Т. Хураськина, Патӑрьелӗнчи «Центральнӑй» ача садӗнчи Г. Алимова, Шӑнкӑртамри «Сандугач» ача садӗнчи М. Юнусова воспитательсем призерсем пулчӗҫ.
Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2
Турханти вӑтам шкулти О. Кокель (4 класс ертӳҫи), Туҫари вӑтам шкулти Л. Глинкина (3 классен), Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти Т. Ильина (9а), Шӑнкӑртамри Э. Феизов ячӗллӗ вӑтам шкулти О. Лукьянова (7б), Хирти Пикшикри вӑтам шкулти Л. Данилова (4 класс) призерсем пулчӗҫ.
Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2
Вӗсем ҫаксем: Шӑнкӑртамри Э. Феизов ячӗллӗ вӑтам шкулти ют чӗлхе учителӗ Ч. Ишмуратова, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С. Никитина, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти ИЗО тата технологи учителӗ С. Попова, Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкулти информатика учителӗ Г. Феткуллова.
Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2
Шӑнкӑртамри Минсеит Тазетдиновпа Нӑрваш Шӑхальти Ирина Калентьева спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗн ятне тивӗҫрӗҫ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Команда капитанӗ, Шӑнкӑртамри вӑтам шкул учителӗ Рассых Камалетдинов 100 метрлӑ дистанцие 11,4 ҫеккунтра чупса тухнӑ, 6 метр та 5 сантиметр тӑршшӗне сиксе каллех пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Совет ҫарӗнче ҫичӗ ҫул ытла пулнӑ хыҫҫӑн 1951 ҫулта Патӑрьел районне таврӑннӑ Рассых Камалетдинов Шӑнкӑртамри вӑтам шкулта физкультура вӗрентме пуҫланӑ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
- 1