Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Вӗсене ачасене тыткаланӑ пекех тытса усрамалла, — тет вара вӑл ҫавӑн пек чухне: — тӗшмӗшлӗх, mon cher; il faut prende ceja en consideration».
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Зухинпа унӑн юлташӗсем патӗнчен таврӑнмассерен, каҫ-каҫ эпӗ хамӑн ӗненӳсенче тем улӑштармалли, вӗсем тахӑш енчен кирлӗ пек пулманни, лайӑх марри ҫинчен шухӑшларӑм, анчах ирхи хӗвел ҫутипе каллех il faut пула-пула тӑтӑм, ҫакӑнпа питӗ хӗпӗртесе, хамра нимӗнле улшӑну та тӑвасшӑн пулмарӑм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсене comme il faut пулаканнисем тата comme il faut пулманнисем ҫине уйӑрни енчен илсе пӑхсан, вӗсем ахӑртнех, иккӗмӗш ушкӑна кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана хӑйсенчен йӗрӗнтереҫҫӗ ҫеҫ те мар, пӑртак курайми те тӑваҫҫӗ, манра ҫавнашкал туйӑм ҫурални вӗсем comme il faut ҫыннисем пулмасӑрах мана хӑйсемпе пӗр тана хунинчен, ырӑ кӑмӑлпа ман хута кӗнинчен килет.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире пурсӑмӑра та тени comme il faut пулма мӗн чухлӗ те пулин юрӑхлӑ пӗр курсри юлташсене пӗлтерет, паллах, ку шута Грап та, Семенов та, Оперов та, ниме тӑман господинсем те кӗмеҫҫӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ пӗррехинче ӑна акӑ мӗн ҫинчен ӑнлантарма кирлӗ тесе шутларӑм: ман анне вилес умӗн аттене пире хысна шкулӗнче вӗрентме хушмарӗ, хысна шучӗпе вӗренекенсем, тен, питӗ ӑслӑ, анчах вӗсем пурте маншӑн юрӑхлӑ пулманнине хам та ӗненсе ҫите пуҫларӑм, ce ne sont pas des gens comme il faut, терӗм эпӗ иккӗленереххӗн, ҫак вӑхӑтра хам тем пирки хӗрелсе кайнине туйрӑм.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен калаҫӑвӗнчен илтнӗ кашни сӑмах мана тӑрлавсӑрла пек ҫеҫ мар, тӗрӗс те мар, французла та мар пек туйӑнать (ce n`est pas Frangais, терӗм эпӗ хам ӑшра), Семенов, Илинька тата ыттисем хӑйсене епле тыткалани, калаҫни, хӑтланкалани ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсенни пек пулманнӑн, йӗркесӗррӗн, «comme il faut» мар пек туйӑнчӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ватӑ, мӑнаҫлӑ, хӑйсем ҫине шанакан, кирек мӗн ҫинчен те пат татса калакан ҫынсене питӗ нумай пӗлеттӗм тата пӗлетӗп те, вӗсенчен леш тӗнчере: «Кам эсӗ? тата унта мӗн туса пурӑнтӑн?» тесе ыйтас пулсан, вӗсем: «Je fus un homme très comme il faut» тенисӗр пуҫне урах нимӗн те калама пултарас ҫук.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яш ӗмӗрӗн паллӑ тапхӑрӗнче, нумай йӑнӑшсемпе йӑпанусем хыҫҫӑн, кашни ҫын хӑй обществӑллӑ пурнӑҫа хастарлӑ хутшӑнмаллине туйма пуҫлать, вара пӗр-пӗр ӗҫ суйласа илет те хӑйне ҫав ӗҫе халаллать; анчах comme il faut ҫыннипе кунашкалли сайра пулать.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗп инкекӗ: comme il faut обществӑра хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнине тата, ҫын comme il faut шутӗнче пулсан, унӑн чиновник пулассишӗн те, каретӑсем тӑвакан пулассишӗн те, салтак пулассишӗн тет ученӑй пулассишӗн те тӑрӑшма кирлӗ маррине ӗненнинче; ҫын ҫав шая ҫитсен хӑй тӗллевне пурнӑҫланине тата ытти ҫынсенчен ҫӳлерехре тӑма пуҫланине шаннинче.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑллӑ япаласемпе интересленессине пӑрахсах, хама йывӑр тивнине пӑхмасӑр, comme il faut пулассишӗн мӗн кирлине йӑлтах туса пырса, ылтӑн вӑхӑта сая яни те, этем йӑхӗн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне курайманни тата ун ҫине йӗрӗнсе пӑхни те, comme il faut ушкӑнӗн тулашӗнче пулса иртекен хӳхӗм япаласем ҫине тимлӗхе уйӑрманни те — ҫаксем пӗри те мана сиен кӳнӗ ӑнланӑвӑн тӗп инкекӗ мар-ха.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫапла туйӑнать: эхер пирӗн comme il faut шутне кӗмен пичче, анне е атте пур-тӑк, эпӗ ҫакна инкек вырӑнне хунӑ пулӑттӑм, манпа вӗсене ҫыхӑнтараканни вара нимӗн те пулмастчӗ.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut ҫынни вӗсенчен танлаштарма ҫук ҫӳлте тӑрать; вӑл вӗсене картинӑсем ӳкерме, нотӑсемпе кӗнекесем ҫырма, ырӑ ӗҫсем тума ирӗк парать, — вӑл вӗсене ҫакӑншӑн мухтать те: лайӑх япалашӑн кирек кама та мухтама юрать, — анчах вӑл вӗсемпе пӗр шая тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл comme il faut ҫынни, вӗсем унашкал ҫынсем мар, — ҫакӑ ҫителӗклех.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut шутне кӗмен кирек хӑш мухтавлӑ артиста та, ученӑя та, этем ывӑл-хӗрне ырлӑх кӳрекене те эпӗ хисеплемен пулӑттӑм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut пуласси маншӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫ, пысӑк пахалӑх, пур енчен те лайӑха тухассишӗн тӑрӑшни ҫеҫ мар, пурнӑҫӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑчӗ, унсӑр пуҫне телей те, чап та, ҫут тӗнчере нимӗнле лайӑх япала та пулма пултараймасть, тесе шутларӑм.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut пулассин тӗп йӗркисенчен пӗри comme il faut пулма мӗн тери тертленнине пытарасси пулнине эпӗ ун чухне пӗлеймен-ха.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ман ӑс-хакӑла тарӑн кӗрсе вырнаҫни comme il faut пулма хама шутсӑр йывӑр пулнинчен килнӗ ахӑр.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗлӗнмелле, эпӗ comme il faut пулма пачах пултарайман пулсан та, ку ӑнланупа ҫав тери туслашса ҫитнӗччӗ.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сomme il faut пулма иккӗмӗш кирли — чӗрнесем, вӗсем вӑрӑм, яп-яка тата тап-таса пулмалла; виҫҫӗмӗшӗ — пуҫ тайма, ташлама, калаҫма пӗлесси; тӑваттӑмӗшӗ, ку чи кирли, — кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн пӑхасси тата, йӗрӗнереххӗн ҫӳресе, капӑр кичемлӗхе ялан палӑртасси.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман comme il faut, пӗрремӗшӗнчен тата нимрен ытла, француз чӗлхине питӗ лайӑх пӗлнинче тата уйрӑмах таса калаҫнинче.Мое comme il faut состояло, первое и главное, в отличном французском языке и особенно в выговоре.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1
- 2