Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпе ҫухине ярханах янипе унӑн вӑрӑм мӑйӗ тата вӑрӑмраххӑн курӑнать.
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Яланхи пек, ярханах, кӗпине тӳмелемен.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Йӗтем ҫинчи авӑн ҫапмалли машинӑна ҫавӑракан лашасене ярханах ачасем кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑвалаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах, пынӑ пыманах Шӑпӑр йӗрсе чарӑнчӗ: Мулентейӗ ярханах, Ҫапах пырӗ тӑвӑнчӗ.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Тар каснӑ кӗпене, ҫухине ярханах ярса, кӑкӑр тӗлӗнчен тытса силлекелесе илтӗм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кӗпине ярханах янӑ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Пӗвӗпе илтереймен пулсан та тутине лайӑх чухлать-ха, шельмӑ: пӑх-ха, кама тупнӑ: саррине те яштакине, — фальцетпа йӳҫлӗн-тутлӑн шӳтлеме пӑхрӗ йӑлттам хура ҫӳҫлӗ вӑтам ҫулсенчи арҫын, самайранпа бритва лезвийӗ «йӑр-йӑр касса — ҫулса пӑрахман» шӑрт сухаллӑскер, кӗпине ярханах янӑскер.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Самаях халсӑрланса кайсан кустӑрмасене ҫавӑрма чарчӗ те пашка-пашка кабина алӑкне уҫрӗ, усал сӑмахсем лаплаттара-лаплаттара, машинӑран татӑлса, ҫӗр ҫине, ватӑ тӗмӗ ытамне, анса тӑчӗ, пиншакне ярханах ярса, ҫамки ҫинчи патӑртатакан тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ишек пасарӗнче авалхи бояр ывӑлӗсем пек ҫӳрет: хура пустав сӑхманпа, ҫутӑ сӑмсаллӑ карттуспа, сӑран атӑпа, тӗрӗллӗ кӗпе умӗ курӑнтӑр тесе, сӑхман ҫухине ярханах янӑ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Кӗпе ҫухине тӳмеле хуть, мӗн латти ку, ярханах?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Кӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт сылтӑм аллинчи вун иккӗпе явнӑ чӗн саламачӗпе ҫап-ҫутӑ аттине ҫатлаттарса илчӗ, ярханах янӑ сенкер кӗпи ҫинчен ҫыхнӑ шурӑ пиҫиххине турткаларӗ, аллисене урхамах ҫурӑмӗ ҫине хурса кӑштах кукленчӗ те — пӗрре сиксех ун ҫине утланса ларчӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Те канма выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларнӑ ӗнтӗ, пӗр хут пусма кӗпепе ҫеҫ, ярханах, тур каҫартӑр та, кӗпи витӗр пӗтӗм кӗлетки палӑрса тӑрать.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ярханах Укка вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ те кӑкрине аллипе хупларӗ.Укка так и привстала на постели, в чем была. Опомнившись, прикрыла грудь руками.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ярханах вӑл, йӳле пилӗкӗн, ҫурӑмӗ тӑрпа шуралнӑ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл ҫара уран, ҫара пуҫӑн, ярханах.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл ярханах, хӑрах атти уринчен ҫурма таран хывӑнса чалӑшса ларнӑ, тепри алӑк патӗнче выртать.Ворот его рубахи расстегнут, один сапог наполовину снят, другой валяется около порога.
Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Старик ҫара пуҫӑн, ҫара уран, ярханах.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӳле пилӗк, ярханах, ҫара уран тӑрса юлнӑ хӗрсем, вун пиллӗкӗн-ҫирӗммӗн, суха пуҫне кӳлӗнеҫҫӗ, ыттисем: «Кай кунтан, усал чир, ҫӗр ҫухрӑм аякка» ҫӗр ҫухрӑм аяла, ҫӗр ҫухрӑм ҫӳле.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.