Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳремӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ кӗтесӗнчен тӑкӑрлӑк пӑрӑнать, унӑн тухӑҫ енчен авалхисен хула хӳмин юлашкисем сыхланса юлнӑ.
Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82
Авалхисен йӑлипе Евӗч урлӑ туй тутри Виҫ хут парса илмелле, Вара юрать пуплеме.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Асси-пӑсси Еркиней Ирӗксӗрех килӗшет, — Авалхисен йӗркине Виҫҫӗмӗш хут кӗрешет.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ак, утсемпе кустараҫҫӗ пусӑра Пӗр ал юлан юнашарӑн тапранса; Ҫывхараҫҫӗ пухӑ патне сиккипе — Ҫаврӑнмалла пухӑ тавра авалхисен йӑлипе, Вара тинех кӑмсармалла парне патне алсене.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Авалхисен йӑлипе, Ӗмӗрленӗ йӗркепе, Пӗчӗк пичке пыл-сӑра Кӳмми ӑшне ларттарчӗҫ.
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ваттисене асӑнчӗҫ Авалхисен йӗркипе, Унтан туя пуҫлама Кӗчӗҫ шурӑ кӗлете.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Эпе пӗлетӗп ӗнтӗ: ҫапла шӑхӑрнӑ хыҫҫӑнах ача-пӑча ушкӑнӗ тӑмлӑ сукмак тӑрӑх хура вӑрмана вӗҫтерсе кӗрсе каять, туссен кӗсйисенче, авалхисен меслечӗ те, вут кӑлармалли хатӗр-хӗтӗрсем пулаҫҫӗ, пиҫиххисен ҫумӗнче ҫӗҫӗсем, хӑшӗн те пулин ҫурӑм хыҫӗнче пӗчӗк калибрлӑ пӑшал пулать, алӑсенче вара вӑлтасемпе пулӑ яшки пӗҫермелли котелоксем.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
1. Ҫӳлти Турӑ саккунне чунтан парӑнса, ун ҫинчен тимлӗн шухӑшлакан — ун пек мар: вӑл авалхисен ӑслӑлӑхне тӗпчесе йӗрлет, пророксен сӑмахӗсене тишкерет: 2. вӑл ятлӑ ҫынсен сӑмахӗсене сӑнаса-астуса тӑрать, ытарлӑ сӑмах-юмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать; 3. вӑл каларӑшсен тӗп шухӑшне тӗпчет, ытарӑш тупсӑмне шырать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1