Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чигонаки (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кунта Петр I вӑхӑтӗнче аркатса тӑкнӑ Чигонаки станици вырӑнӗнчен куҫса ларнӑ, ӑна Вешенски тесе ят панӑ.

Перенесенная с места разоренной при Петре I Чигонацкой станицы, переименованная в Вешенскую.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр вунӑ ҫул иртсен, ӗлӗк Чигонаки станици килӗсем тӗтӗм кӑларса ларнӑ вырӑна ирӗкрен пынӑ казаксем тата патша ҫарӗсем аркатнӑ хыҫҫӑн хӑтӑлкаласа юлнӑ казаксем вырнаҫнӑ.

Лет десять спустя на том месте, где раньше дымились курени Чигонацкой станицы, поселились пришлые казаки и те, что уцелели от разгрома.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Патша хушнипе Воронеж хулинчен ҫар ушкӑнӗ ҫитнӗ, ҫав Чигонаки ятлӑ вӑр-хурахла хулана ҫунтарса янӑ, баржӑна ҫаратас ӗҫпе ҫыхланнӑ казаксене нимӗн хӗрхенмесӗр аркатса тӑкнӑ.

По цареву приказу из Воронежа пришли войска, «воровской» тот городок Чигонаки сожгли, казаков, причастных к разбойному на баржу нападению, нещадно в бою разбили.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗррине, Хопер шывӗ юхса кӗнӗ ҫӗртен инҫех мар вырнаҫса ларнӑ Чигонаки ятлӑ вӑр-хурахла хула казакӗсем каҫхине ҫав баржа ҫине тапӑннӑ та, баржа ҫинчи тӗлӗркелесе пыракан хурала пӗтӗмпех тураса тӑкнӑ, сухарийӗпе ҫар хатӗрӗсене ҫаратса юлнӑ, баржине шыва путарнӑ.

Казаки «воровского» городка Чигонаки, угнездившегося в верховьях Дона, неподалеку от устья Хопра, ночью напали на эту баржу, стражу сонную перерезали, сухари и зелье разграбили, а баржу затопили.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней