Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пичӗ ун шурса кайрӗ, курпун сӑмси хаяррӑн пӗкӗрӗлчӗ, куҫ харшийӗ ҫӳлелле туртӑнса авӑнчӗ…Лицо его побелело, горбатый нос хищно погнулся, бровь избочилась…
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн ӳчӗ йывӑрӑшӗпе урлӑ кашта авӑнчӗ, хурӑнсем чӗтренсе илчӗҫ, — вӗсен усӑнса тӑракан турачӗсем ҫинчен шултра тумламсем, темиҫе пин тумлам ҫӗрелле тӑкӑнчӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Каллех ун сюртукӗн арки вӗҫсе илчӗ, ҫурӑмӗ пӗкӗ пек авӑнчӗ, пит-куҫӗ вара, кӳмене курасси уншӑн кӑмӑллӑ япала ҫеҫ мар, чӑтма ҫук пылак самант та пулнӑ пек, лапкӑшпех телейлӗ кулӑпа витӗнчӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Веҫех питӗ хӑвӑрт пулса иртрӗ: тӑшман уххи тӳпери ҫӗн уйӑх пек авӑнчӗ, ухӑ йӗппи шӑпах И стрелок карланки патнелле шӑхӑрса пычӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ҫӑрттан мучи ыйту палли пек авӑнчӗ, аллине малалла тӑсрӗ, таса мар шӗвӗр пӳрнипе сулкаласа, йывӑррӑн сывласа, аран-аран хӑйӑлтатрӗ:
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ак сана, ак сана!» — тет мӑлатук, анчах тимӗр ҫиленнӗ пек пулса, тимӗрҫӗ ҫине хӗлхемӗсене сирпӗтрӗ, унтан пӗкӗ пек авӑнчӗ, хура чие пек пулчӗ, каярахпа, шыв пичкине ярсан, чашкӑрса ячӗ, пӑс вӑркӑнса тухрӗ те — лаша таканӗ пулса та тӑчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан ҫав хобот ҫӳлелле авӑнчӗ, енчен-енне сулланчӗ, сӑмсине чӗтретсе илчӗ, вара тӗнче пӗтнӗ пек уласа ячӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Татӑк урисене кровать пуҫӗ айне чиксе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, вӑл пӗрре авӑнчӗ, тепре тӳрленчӗ, кашнинчех авӑнас-тӳрленес хӑвӑртлӑха чакарса, «пуҫ таяссине» ӳстерсе пычӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лешӗ тайӑнса кайрӗ те Поттер ҫинелле авӑнчӗ, ӑна хӑй юнӗпе вараласа пӗтерчӗ.Тот зашатался и повалился на Поттера, заливая его своей кровью.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2