Корпус чувашского языка

Короткие

Тирпей-илем кӗртесси, йывӑҫ-тӗм лартасси, йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухасси, культура ҫуртне тата ытти обществӑлла ҫуртсене тивӗҫлипе тытса тӑрасси, право йӗркисене пӑснине хирӗҫ кӗрешесси тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе ытти ӗҫсене пурнӑҫласси яланах тӗп вырӑнта пулнӑ, малашне те пулӗ.

Помоги переводом

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑвӑн управдом сӗтелли хушшине лартӑн, слесаре, водопроводчике, дворнике черетлӗ ӗҫ тума хушрӑн, тахӑшне ҫурт тӑррине юсаса пама пултӑн, тахӑшне домоуправлени шучӗпе ремонт туса памастпӑр, терӗн, унтан манӑн отвечӗшӗн тӳлесе янӑ телеграмма ҫинчен аса илтӗн те ҫырса хутӑн: «Вилнӗ… Хурӑнташсем пулман…»

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Миккула халат тӑхӑннӑ хӗрарӑмӑн ҫак сӑмахӗсем перӗнчӗҫ: «Ҫӗнӗ фабрикӑра кунашкал стансем пулмаҫҫӗ, анчах ӗҫлес принципӗ вӗсен пӗрешкелех. Халлӗхе ҫак станпа пир тӗртме вӗренетпӗр. Шӑпланӑр. Халӗ пурте пӑхӑр. Машинӑна ак ҫапла хута ямалла…» — тесе, ҫав хӗрарӑм пир станне мӗнле хута ямаллине ӑнлантарчӗ.

Помоги переводом

Тӑлӑх ӳснӗ каччӑсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

1953 ҫулта Сталин вилнӗ хыҫҫӑн амнистипе тӗрмерен кӑларнӑ пулсан та вӑл кайранхи ҫулсенче те хӑйне общество приговорӗпе сакӑр ҫуллӑха тесе Ҫӗпӗре кӑларса янине те, спецпоселенинчен тарнӑ тесе судпа айӑпласа сакӑр ҫула яхӑн ӗҫлесе юсанмалли лагере хупса лартнине те тӗрӗс мар решени тесе шутласа пурӑннӑ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2

Кӑҫал нумай хутлӑ ҫуртсенче юсав ӗҫӗсем ирттерме 4823,8 млн тенкӗ, Комсомольскинчи Канаш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра электроэнерги системине юсама 1,6 млн тенкӗ, К.Антонов ячӗллӗ микрорайонти 14-мӗш ҫурт тӑррине витме 2,5 млн тенкӗ, К.Антонов микрорайонӗнчи 2-мӗш ҫуртра шыв системине юсама 680 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна уҫма Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, турнир пуҫаруҫи тата спонсорӗ Наталия Андреева, «Паттӑр» спорт шкул директорӗ Анатолий Афанасьев тата муниципалитет округӗнчи волейбол федерацийӗн председателӗ Сергей Викторов, ҫавӑн пекех спортӑн тава тивӗҫлӗ ветеранӗсем хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Депутат парнисемшӗн // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51568-depu ... rnisemsh-n

Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Муниципалитет округӗнчи ача-пӑча библиотекинче «Пӗлӳ» обществин лекторӗ Гульнафис Азмукова Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 9 класӗнче вӗренекенсемпе Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене халалласа «Хӗрарӑмсем тылра тата вӑрҫӑра» темӑпа калаҫу ирттерчӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑмсем вута та кӗреҫҫӗ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53022-kh-r ... -ta-k-recc

Взвод командирӗ Ведерников аслӑ прапорщик мана: «Ачамккӑ, пӑхатӑп та, эсӗ тӑрӑшуллӑ салтак, хуть мӗнле ӗҫре те нормӑна тултаратӑн, тӗплӗ ӗҫлетӗн. Салтака киличчен лифтер пулнӑ, атя электрик ӗҫне кӳлӗн, — терӗ. — Эсӗ вырӑсла аран-аран пуплетӗн, саншӑн стройка ӗҫӗ чухах пулать. Професси ытларах илме тӑрӑш».

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Кӗҫех унта вӗр-ҫӗнӗ шупка сарӑ костюм тӑхӑннӑ, сулахай ал туни ҫине кукӑр туя ҫакнӑ кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Петр Петрович ҫитсе урхамахне ачашларӗ, конфетсем хыптарчӗ, унтан пӗтӗм халӑх умӗнче тарҫине ыталаса чуптурӗ, ун мӑйӗнчен пурҫӑн тутӑр ҫакрӗ, вара: — Пӗр ҫур сехет пек уттарса ҫӳре ӑна, — терӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Паллӑ, кун пек ӗҫе мӗншӗн йӗркелени. Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Апла пулсан, мӗнпур ӗҫе тарӑн тишкермелле, пӗтӗмлетӳсем туса хӑвармалла. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа туллин кӗртмелле, бюджетра пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалла», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи стратеги аталанӑвӗн тата приоритетлӑ проектсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/27/chvas ... atalanvn-t

2021 ҫулта сухайкассисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Муниципалитетсен чи лайӑх практики» конкурсӑн «Муниципалитет пӗрлӗхӗнче пурӑнакансемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси тата ҫынсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫне явӑҫтарасси» тата Хула хуҫалӑхне цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе модернизацилени» номинацисенче ҫӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

«Кӑҫал агропромышленность комплексне пулӑшма 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутран ял хуҫалӑх таварӗн производствине вӑйлатма — 3,2 миллиард тенкӗ, ялсене комплекслӑ майпа хавхалантарма — 1,1 миллиард тенкӗ, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли 706,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ», — тесе пӗлтернӗ Сергей Артамонов.

Помоги переводом

Июль уйӑхӗнче — 4 тӗрлӗ субсиди // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %b4%d0%b8/

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗпе Патӑрьел районӗнчи профсоюзӑн Координаци канашӗн председателӗ Нина Мазякова, агропромышленность комплексӗн тата районти вӗрентӳпе наука профсоюзӗсен работникӗсен ертӳҫисем Илья Васильевпа Светлана Елагина тухса калаҫрӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Помоги переводом

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

Халӗ тем те калаҫҫӗ пухусенче: пӗрисем пӗтӗм влаҫа рабочисемпе чухӑн хресченсен аллине памалла теҫҫӗ, теприсем — чӑваш эсерӗ пеккисем — патшалӑхра тӗреклӗ хресченсен влаҫӗ кирлӗ теҫҫӗ, пуянни-чухӑнни — пурте «пӗртӑван» пулмалла теҫҫӗ, чӑваш тӳре-шари те тӑвасшӑн хӑшӗ-пӗри, — кулкаласа каларӗ Эльгеев.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мала тухнисем — Елчӗк округӗн администрацийӗн специалист-эксперчӗ Артем Рыжов, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗн вӗренекенӗ Александра Воронова, Ҫирӗклӗ Шӑхаль территори пайӗн начальникӗ Инесса Воронова, Аслӑ Пӑла Тимеш территори пайӗн аслӑ специалист эксперчӗ Светлана Голубева дипломсемпе медальсене тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Конкурсра ҫӗнтернӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %d0%bde-6/

Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, район администрацийӗн экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Ульдина Урмаел ял тӑрӑхӗнчи Тукай Мишер вӑтам шкулне тата ялти медресене ҫитрӗҫ, вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сайт:

 

Статистика

...подробней