Короткие
Конференци программине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн, РФ ШӖМӗн республикӑри экономикӑри преступленисемпе тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн, Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн, ЧР Юстици министерствин, Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери следстви пайӗн, РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн, Чӑваш Республикин Адвокатсен палатин, Пермь крайӗн Адвокатсен палатин, Раҫҫей ФСИНӗн республикӑри управленийӗн юсанмалли 1-мӗш колонийӗн, Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурин, асамлӑ Куҫмапа Дамиан чиркӗвӗн прихучӗн, «Энергогарант» САК» ПАОн Вятка филиалӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокуратурин академийӗн наука-тӗпчев институчӗн, РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗн коррупципе кӗрешекен наука-тӗпчев институчӗн, Чулхулари Н.Лобачевский ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, РФ Шӗмӗн Чулхулари академийӗн, Саратоври патшалӑх юридици академийӗн, Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн /филиалӗн/, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Регионсен хушшинчи социаллӑ уҫӑ институт, Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университечӗн, Октябрь Революцийӗн тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗллӗ Беларуҫ патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн, Азербайджан Республикин ШӖМӗн Полици академийӗн тата Хазар хими завочӗн /Туркменистан/ 139 представителӗн 122 докладне кӗртнӗ.
Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Районти отрасль технологийӗсен техникумӗн бухгалтер-кассирне Алина Михайловна Ларионована Тутарстан Республикин Ҫутӗҫ тата наука Министерствин Тав ҫырӑвне; «Эталон-Агро» обществӑн заведующине Рустем Изилович Камалова тата тата районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн финанспа экономика пайӗн консультантне Алена Борисовна Сарафанована Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑхӗ министерствин Тавне; районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн муниципаллӑ заказӗн уйрӑмӗн начальникне Владимир Петрович Артемьева тата персонал енӗпе специалиста Резеда Ринатовна Махмутована, машинӑпа трактор паркӗн техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелли мастера-наладчикне Николай Петрович Петрова, шут-хисеп енӗпе специалиста Рамзия Насыховна Хайрулинана, «Государев Амбар» обществӑн производствӑпа техника пайӗн начальникне Людмила Николаевна Мещанована тата участокӑн начальникне Владимир Алексеевич Емельянова, «Цильна» обществӑн тӗп энергетикне Фаннур Мансурович Залалетдинована, «Молко-Ҫӗпрел» обществӑн административлӑ управляющи шучӗ енӗпе специалистне Фанида Назировна Тукфатуллинана, «Хайрулина Ф.Ш.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Фарида Шагиджановна Хайрулинана, ял хуҫалӑхӗн ветеранӗсене Шамиль Ахмадуллович Вильданова тата Джамиль Абдулхаевич Мударисова Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ Министерствин Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене, ҫавӑн пекех, ентешсене, спонсорсене, общество деятелӗсене Айрат Шафикович Усманова тата Сергей Владимирович Ишмукова Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисене пачӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.
Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
Акӑ мӗн ҫырать Владислав фестивальте пулнӑ кунсене аса илсе: «На фестивале собрались молодые журналисты и юнкоры со всех концов нашей необъятной страны. В первый день был вечер знакомств. Мастер-классы начались на второй день моего пребывания на фестивале. Сначала я отправился на мастер-класс «Как сделать школьную газету интереснее». Там нам рассказали про то, как издается школьная газета «Контакт», лучшая школьная газета России, показали много поучительных видеороликов. Кроме этого нас разделили на группы, и мы придумывали, о чӑм можно написать, если газета будет посвящена теме «Перемена», а также как агитировать выпуск на данную тему. Проскальзывали такие идеи, как: «Что делают учителя во время перемены?», «Будни дежурного», опрос «Что вы успеваете сделать за перемену\?» и многое другое. А на следующий день мы стали участниками «Журналистского спецназа». Мы поехали на остров-град Свияжск. Разделившись на группы, получили свои темы. Моей команде досталась тема «Предметный мир Свияжска, как сокровище». Первым делом мы решили узнать, что означает герб этого города, а затем провели среди местного населения опрос «Какая рыба изображена на гербе Свияжска?». Люди отвечали по-разному, но в основном говорили, что это окунь. После мы узнавали про местные легенды и интересные места, скрытые от туристов. Изучили сувениры этого города и провели опрос «Какой сувенир вы бы хотели увести из Свияжска?». Вернувшись в лагерь, мы начали разбирать полученные материалы и компоновать это в одно выступление. На следующий день выступили перед участниками фестиваля, рассказали про свою поездку, поделились эмоциями и показали, почему предметный мир Свияжска – это сокровище, а также послушали интереснейшие выступления других групп. Это были самые насыщенные и познавательные дни в моей жизни, которые я никогда не забуду. Фестиваль «Волжские встречи» - отличная возможность узнать новое и познакомиться с людьми со схожими интересами».
Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22
Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№