Короткие
Чӑваш Енри ҫарпа патриотизм клубӗсемпе пӗрлешӗвӗсен иккӗмӗш слетне кӑҫал 150 ытла ҫамрӑк патриот хутшӑнчӗ.
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Вӑл чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе каччӑ ҫине шӑтарасла пӑхса илчӗ те ӳсӗр ҫын пек тайкаланса алӑк патнелле утрӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
ГАИне иккӗмӗш хут ҫитсен, капитан, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех лараканскер, вӑрманҫа курсанах ӑшшӑн кулса кӗтсе илет.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сахарӑн аслӑ тетӗшӗ Ехрем те пурӑнма ҫакӑнта куҫнӑччӗ, кӗске вӑхӑтрах пурнӑҫне самаях саплаштарса янӑччӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
…Укахви, картлашка ҫинче чарӑннӑскер, пуҫне ҫӗклерӗ те, тӗпенелле пӑхса, халь мӗн вӑхӑтне ӑнкарма тӑрӑшрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ку леш кам вӗт! — ҫӳллӗрех тӗмеске ҫине хӑпарчӗ Юмӑҫ Укань, вӑрҫӑ чарӑннӑранпа пахчара ӗҫлеме пуҫланӑскер.
Нефтяниксем яла килеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Рамазан Тазетдинов (сӑн ӳкерчӗкре) ку хутӗнче Тула облаҫӗнчи ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне хутшӑннӑ.
Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50246-racc ... he-c-ntern
Ҫо-ок, Аблигановран Утарта никам нихӑш енӗпе нихӑҫан иртеймӗ, ӑссӑр пуҫунта эс ҫакна ӗмӗрлӗхех картса хур!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паянхи кун республикӑри ялсенче ҫурт тума пултаракан аккредитациленнӗ вуншар подрядлӑ организаци ӗҫлет.
Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9783-yalta-p ... nsem-valli
Напольнӑй сушилка тенине хальтерех (1976 ҫулта) тухнӑ ялхуҫалӑх терминӗсен словарьне кӗртмеллех пулнӑ ӗнтӗ.
Тулли тата ҫурма калькӑсем // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
Вунпиллӗкри Улька, сӑнӗпе пукане пек илемлӗскер, юрлама тата ташлама маҫтӑрскер, ҫиччӗмӗш класра вӗренет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тӗл-тӗл хӗсӗнсе тӑнӑ ӑвӑссем ҫеҫ, каласа итлемен чарусӑр ачасем пек, ҫулҫисемпе шапӑлтатса илеҫҫӗ-илеҫҫех.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӗсене ларкӑч айне майлаштарса хучӗ те, ҫула майӑн Кирлене лартса, телефон ҫулӗпе Эльпуҫ еннелле вӗҫтерчӗ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑвшӑн калап — тӑна кӗр: Илтрӗм: каччу пит куштан, Ашшӗ пекех утаман, Пуҫне ҫиме Атӑла Часах каять пулмалла.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Ҫакӑншӑн эпӗ те ӑна тав тӑвас тетӗп, пурте, пурте илтӗр: патька-патшана Мулентей аталӑхӗ тесе пӗлтеретӗп!
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку паллӑ ӗнтӗ: ҫавӑн пек произведенисем совет ҫыннисене Тӑван ҫӗршывӑмӑра тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Калӑпӑр, техника словарьне вуланӑ чух никам та унти терминсене философи и биологи ӑнлавӗсемпе ҫыхӑнтармӗ.
Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.
Раман унран тӑвӑл пек вӗҫтерсе иртесшӗнччӗ, анчах май килмерӗ, аллинче пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ кӗнеке пуррине курчӗ.
«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.
Вӑхӑтра ҫывӑрма выртакансемшӗн халь ытлашши кая пулнӑ, тӗп-тӗттӗм пуласса кӗтекенсемшӗн ытлашши ир пулнӑ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хулаҫырми ялӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Эндюкова — ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ район ҫыннин амӑшӗ.
Пурнӑнни вӑл — телей, енчен унӑн хакне пӗлсен // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... akne-plsen


