Корпус чувашского языка

Короткие

— Нумай ҫул каялла эсӗ таҫта мурта тупнӑ ҫӗнӗ тус-юссем склад ҫаратса милици аллине лекрӗҫ те хӑйсемпе пӗрле сана та тӗрмене сӗтӗресшӗн пулчӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Декабрьте Уфара черетлӗ Арт-выставка ирттерме палӑртнӑ, унта пирӗн республикӑри тӗрлӗ кӗтессенчи ӑстасем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

Помоги переводом

Нумай инкекрен ҫӑлӑнӑҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... -n-4012928

Рычага пӗртикӗс движенире тытса тӑрас тесен, тепӗр 24 кГ вӑй тӗнӗлрен пӗрремӗш вӑй выртнӑ еннех мӗн инҫӗшне лектермелле тата ӑна ӑҫталла ямалла?

Помоги переводом

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Митинга Иван Никифоров уҫрӗ, Астӑвӑмпа хурлӑх кунӗнче Раҫҫей ҫыннисем тӗрлӗ акцие хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ салтаксен ячӗсене асра тытнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

«Салам сире пурне те, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Эпир Сашшапа пӗрле пурӑнатпӑр, пӗрле ӗҫлетпӗр. Ан пӑшӑрханӑр» — кашни ҫырурах ҫапла ҫырать Михала.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗнче пӗрле вӗреннӗ, ӗҫлессе те вӑл Максимов хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт 5-мӗш Армин политуйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вовӑн Мами хваттерӗнчи йыттине минтер ҫинче вырттарса усрать, тӑван ачине вара ют ҫӗршыв чӑмлакне тыттарса урам йыттипе ҫывӑрма кӑларса ярать.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шатраллӑ тиф е тата ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмӑн тромбофлебит пуҫланать… — Соньӑна палламан пек пулса, профессора куҫран пӑхрӗ Павӑл.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чикӗри ҫарсенче служить тунисем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре, вӗсен пурнӑҫри хастарлӑ позицине пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Пограничник кунӗнче // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... nik-kunnce

Анчах акӑ вӑл, нумаях пулмасть 18 ҫул тултарнӑ хӗрупраҫ, паян пӗчӗк чӳречеллӗ тӗрме камеринче, тӗрлӗрен ҫапкаланчӑк хӗрарӑмсем хушшинче ларать.

Помоги переводом

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫав постановленисене пурнӑҫа кӗртсе пынипе ик-виҫ ҫултан пирӗн ялхуҫалӑхӗ тата ытларах вӑйланать, ҫавна май пирӗн пурнӑҫ та нумай аванланать…

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Пӗринче вӑл эрех ӗҫсе ӳсрӗлнӗ амӑшӗ ыйхинче: «Ах, Арсен, Арсен, епле ырӑ каччӑ эсӗ», — тесе калаҫса выртнине илтсен унӑн иккӗленӗвӗ вӗҫне тухать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Унсӑрӑн машина-тракторпа туртмасӑр ҫӑлӑнса тухайрас ҫук ку кӳлленчӗкрен», — тинех «сӳтӗлекен-явӑнакан вӗрен вӗҫне тӳллерӗ» вӑл ӑшӗнче йӳҫҫӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вун виҫ ҫулхи ача тем тесен те ыттисене шанмасӑр пӗтӗм ӗҫе хӑй тӑвакан Сахиб-Гирей хан мар, унтан ярлӑк ыйтса илесси Карамышшӑн йывӑр пулас ҫук.

Помоги переводом

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кам та пулсан хӑйне хирӗҫлесе каласса кӗтрӗ, хирӗҫлесе каласран пӗрре те хӑрамарӗ, пӗрех ҫиелте пуласса шанчӗ, ҫавӑнпа васкамасӑр тумланчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе сыпӑнчӗҫ, эретленчӗҫ те, тӳп-тӳрӗ урамсем пулса тӑчӗҫ, кантӑксемпе панельсен ҫути тинӗс ҫийӗ пек сенкер кӑваккӑн ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытлашши калаҫмасть хӑй, анчах витӗмлӗ те тӗл тивекен сӑмахӗсем легальнӑй марксистсене пӑталасах лартаҫҫӗ, хӑйпе пӗр шухӑшлисене савӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Тӑххӑрмӗш класс пӗтеркелесен, Митюк, ашшӗ-амӑшӗн ӗнчи ҫинчен анма васкамасӑр, ялтах тӗккеленсе ҫӳреме, унтан хулана шофера вӗренме тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней