Короткие
Тинех каччӑн кӑмӑлӗ тулчӗ темелле те, пӗрре музыкӑпа ҫыхӑннӑ ҫынна сӗрме купӑса пӑрахма йывӑр.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Лаша кӳлсе тӑратсан, шӑп пӳртрен тухас умӗн, Михаил Николаевичпа кӑшт чарӑнса тӑчӗ Петровский:
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Лазарев, — Игоре, хушаматран каласа, сулахай хулпуҫҫийӗнчен тытса, куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхрӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Аппӑшӗсем Эрнепие ниҫта пытарма та ӗлкӗреймерӗҫ, алӑкра алманчӑн хаяр сӑн-пичӗ курӑнса кайрӗ.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лешӗ, хӑйне каяш-лапра шӑтӑкне тӗртсе яма хатӗрленнӗ чухнехи пек, хытса кайнӑ та тӑрать юпалла.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кӑштах пӑлхарсене хӑратма, патвар пӑлхара, тутарсене хирӗҫ тӑнӑшӑн, пуртӑпа пуҫне касма хушрӗ.
Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Хӗрарӑмӑн ачаш, вӑйсӑр, ну, хӗрарӑм пек пулмалла, тетпӗр те, анчах ҫакна тума майӗ-меслечӗ пур-и?
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Уйрӑмах ҫуркунне, ҫунатлӑ туссем пӗрремӗш вӗҫев тунӑ хыҫҫӑн, ҫанталӑк тепӗр хут сивӗтсе кайрӗ.
Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/
Шухӑш йӗрки сӳтӗлсе ҫӑмхалансан, тӗрлӗ ҫынна пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарсан чипер сюжетах тӗвӗленчӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Алексей Васильевич, ҫамрӑк пулин те, ытти тантӑшӗсем пек хулана ҫул тытман, ферма ӗҫне кӳлӗннӗ.
Ҫамрӑксем пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. https://cv42027.tw1.ru/camraksem-purnacp ... tacce.html
Хӑйӗн ачисенчен Минеслу чи юратнӑ хӗрӗ пулнӑ, ӑна вӑл яланах тутлӑрах ҫимӗҫпе сӑйлама тӑрӑшнӑ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Гаврил унран куҫӗсене илмерӗ, самантлӑха сывлӑш ҫулӗ уҫӑлсан, темиҫе сӑмах калама вӑй ҫитерчӗ:
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Темскер систересшӗн пулчӗ-ши ҫак сӑмахпа — Илемпи, паллах, ҫак самантра кун пирки шухӑшламарӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫутҫанталӑкӗ ҫапла туса янӑ пулас хӗрарӑма: пурне те хӗрхенмелле, лӑплантармалла, пулӑшмалла.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Вулавӑш пичет кӑларӑмӗсене упракан учрежденинчен хальхи вӑхӑтри информаци центрӗ пулса тӑчӗ.
Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/
— Пирӗн вӑхӑтра шӳтлӗрех-мӗнлӗрех калаҫнӑ чухне яланах: «Сельсоветра пӗлеҫҫӗ унта», — тетчӗҫ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Ӗҫрен килсен атте тӳрех хура ҫӑкӑр чӗллине тӑвар сапса пахчана симӗс сухан патне тухса каятчӗ.
Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
«Эй, ачамккӑ, сан корольне эп шах панӑччӗ, вӑл вырӑнтан куҫнӑччӗ пулас — асту, рокировка ан ту!»
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Манӑн дневнике «5» паллӑсем ҫеҫ илемлетсе, капӑрлатса тӑраҫҫӗ, — тет Ирина пӗтӗм чун хавалӗпе.
Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
— Эс Мамич-Бердейне хавхалантар ӗнтӗ, — тепӗр хут асне килчӗ пулмалла хан арӑмне ҫармӑс мӑрси.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.


