Короткие
….Тепӗр хут ҫырмана аннӑ арҫын ури ҫинче аран-аран тӑратчӗ, ҫав хушӑра ун ҫине хӗрарӑм уртӑнчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Халӑхӗ те ҫав: пӗрисен шухӑшӗпе, урамра ҫапкаланса ҫӳрекенсене пурне те персе пӑрахмалла имӗш.
Ашшӗпе амӑшӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 3–48 с.
Усал япала сиксе тухсан тата, чирлӗ Сашӑн ашшӗпе амӑшне шыраса тупайманшӑн, ӑна ят тивӗ кайран.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ирхине куҫне аран-аран уҫрӗ те кӑшт-кашт апат ҫикелесе урокӗсене тумасӑрах шкула тухса чупрӗ…
«2» паллӑ // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 20 с.
2014 ҫулта Раҫҫей шайӗнчи конкурсра «Ача-пӑча стоматологийӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑччӗ.
«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Сӑмси айне тӑмпа вараланнӑ ал тӳнтерӗшӗпе шӑлчӗ те ҫухалчӗ, ҫавӑнтах калинкке умне тухса тӑчӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кунӗнче алла хӗҫ-пӑшал тытнӑран ҫакна вӑл нихӑҫан та манмӗ.
"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman
Кӑвак ҫутӑпа мунча хутса пултараҫҫӗ те, тӗрлӗ курӑк татса килсе, мунча урайне, лапкине сараҫҫӗ.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Пирӗн паянхи пурнӑҫ ҫавӑн пек йӗркеленчӗ пулӗ, кашниех никама пӑхӑнмасӑр ирӗклӗ пурӑнасшӑн.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сӑнтан ӳкнӗ арӑмӗ тарӑхса пӑхкаланӑ, упӑшкине хирӗҫ чӗнеймен, шӑлне ҫыртса йынӑша-йынӑша илнӗ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вара, аллине шала чиксе, стенисене хыпашласа пӑхрӗ, кунта тахҫантанпах вут хутманнине чухларӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, вӑл Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун «Хӗвеллӗ хула» уяв хатӗрленӗччӗ.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Сентябрӗн 3-мӗшӗнче, шкул пухӑвӗ пулнӑранпа икӗ кун иртсен, кунта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑнчӗ.
VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
— Сан арӑму ытла сӑмсине каҫӑртать, пирӗн килтен пӑрӑнса ҫӳрет, — вӑл пӳрнипе маччапа тӗллерӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ваҫухха урай варрине тухса тӑчӗ те, чӗлӗмне ӗмме чарӑнса: — А-а… — терӗ тепӗр хут, — эсӗ-ҫке ку.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫулла юрату та, карьера пусмипе улӑхасси те, хул-ҫурӑма пиҫӗхтересси те ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланать.
2025 – Симӗс Ҫӗлен ҫулӗ // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... s-clen-cul
Хиртен какаласа килекен самӑр хурсем, вӑл лӑпӑстатса пынине курсан, ик еннелле саланса кайрӗҫ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Клавдия Васильевна Степанова 1923 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Тӑрмӑш ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ.
Тепӗр ентеш-ветеран 101 ҫулта // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... 101-culta/
333-мӗш полк вырнаҫнӑ вӑрӑм казармӑн подвалӗ тата пӗрремӗш этажри пӗр пайӗ кӑштах упранса юлнӑ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Пӗрре эс кӑсӑклӑ сюжетпа каҫӑхса кайса паллашатӑн, тепре — унта хывса хӑварнӑ ӑса ӑша хыватӑн.
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html


