Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкӗтлетӗп (тĕпĕ: ӳкӗтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман ҫемье пӗр аллӑ метр айккинерех кайса тӑтӑр-ха тархасшӑн, — ӳкӗтлетӗп апӑршана.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Элекҫее тарса пытанма ӳкӗтлетӗп.

Помоги переводом

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Эпӗ сана чун-чӗререн ӳкӗтлетӗп вӗт-ха.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Тарт, эсӗ таркӑн тата йӗксӗк, анчах… ӳкӗтлетӗп сана, аса ил…

— Тарт, ты дезертир и мерзавец, но вспомни, умоляю тебя…

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ сана епле упратӑп, яланах вут ҫине ан кӗр тесе ӳкӗтлетӗп.

— Ты знаешь, как я берегу тебя и всегда прошу не кидаться в огонь.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Халӗ, ӳкӗтлетӗп сана, эсӗ мана итле.

Сейчас, прошу тебя, послушай ты меня.

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах паян, ӳкӗтлетӗп сире, мана ан чӑрмантарсамӑр.

Но сегодня, умоляю вас, — оставьте меня в покое.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ольга кӑмӑллӑ тата хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткишӗн ытлашши вӑйлӑ пек туйӑнакан сассипе упӑшкине: — Наташӑна Ильяна гимназие вӗренме пама ӳкӗтлетӗп, анчах вӑл — хӑрать, — терӗ.

Ольга приятным голосом, неожиданно сильным для её маленького тела, сказала мужу: — Уговариваю Наташу, чтоб она отдала Илью в гимназию, а она — боится.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Сана пирӗнпе пыма юрамасть, тесе ӳкӗтлетӗп ӑна — килӗшмест.

Я доказываю, что нельзя ему идти с нами — не соглашается.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Бенедикт пиччем, — терӗ вара вӑл юлашкинчен, — эпӗ сире ҫине тӑрсах пирӗнпе пӗрле утма ӳкӗтлетӗп, юлашки хут асӑрхаттаратӑп — эп каланине итлӗр!

— Кузен Бенедикт, — сказала она ему наконец, — я настоятельно прошу вас не удаляться от нас и в последний раз требую, чтобы вы прислушались к моей просьбе!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ырӑ ҫынсем ӳкӗтлетӗп сире, хӑвӑрӑн ачӑрсем ячӗпе ӳкӗтлетӗп!

— Люди добрые, заклинаю вас, детьми вашими вас заклинаю!

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Эп ахаль мар-ҫке, лайӑх япалах паратӑп сире, — ӳкӗтлетӗп Сидор Кузьмича.

— Так я вам вещи даю, хорошие, — пытался убедить я Сидора Кузьмича.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эпӗ вӗсене ҫур сехет хушши ӗнтӗ нимӗн те тухас ҫук тесе ӳкӗтлетӗп, — терӗ халиччен сӑмах чӗнмесӗр тӑракан Яшка.

— А я им полчаса твержу, что ничего не выйдет, — сказал Яша, до сих пор молчавший.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Хистесе ыйтмах тивӗҫӗм пур пулин те, эпӗ сире ӳкӗтлетӗп кӑна.

— Я вас только убеждаю, хотя имею право требовать.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ алӑсене пытаратӑп та карчӑка ӳкӗтлетӗп: «Ҫитет, асанне, ҫитет… пӑрах… эпӗ пуп мар… манпа унашкал юрамасть… Мӗн ыратать санӑн?»

Я прячу руки и убеждаю старуху: «Да полно, бабка… оставь… я не поп… мне это не полагается… Что у тебя болит?»

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пӑшӑлтатса ӳкӗтлетӗп, ыйтатӑп:

Я шепотом уговаривала, просила его:

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, партизанка Устя, отряда кӗресшӗн Давыдова тархаслатӑп, эпӗ, Сима Крупицына, Устя рольне вылясшӑн Расщепее ӳкӗтлетӗп.

И я, партизанка Устя, молила Давыдова принять меня в отряд, и я упрашивала Расщепея взять меня на роль Усти.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: 2-3. кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр.

1. Итак я, узник в Господе, умоляю вас поступать достойно звания, в которое вы призваны, 2. со всяким смиренномудрием и кротостью и долготерпением, снисходя друг ко другу любовью, 3. стараясь сохранять единство духа в союзе мира.

Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп: 2. хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ.

1. Я же, Павел, который лично между вами скромен, а заочно против вас отважен, убеждаю вас кротостью и снисхождением Христовым. 2. Прошу, чтобы мне по пришествии моем не прибегать к той твердой смелости, которую думаю употребить против некоторых, помышляющих о нас, что мы поступаем по плоти.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Халӗ ӗнтӗ сире ҫирӗп пулма ӳкӗтлетӗп: эсир пӗри те пӗтместӗр, карап анчах пӗтӗ.

22. Теперь же убеждаю вас ободриться, потому что ни одна душа из вас не погибнет, а только корабль.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней