Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳктӗр (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулалла ҫутӑ ан ӳктӗр тесе, алӑка паласпа карсан тин лампа ҫутрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле-ха ҫумӑр витӗр мунчаран вите ҫине ҫулӑм сиксе ӳктӗр?

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ман куҫ ан ӳктӗр, кушак куҫӗ ӳктӗр! — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ Ҫтаппан:

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Полици ман йӗр ҫине ан ӳктӗр тесе сас-хура памасӑр пурӑнма тиврӗ.

Помоги переводом

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан ӳктӗр тӳнтӗрех.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӳлтен нимӗн те ан ӳктӗр тесен, сварщиксем ӗҫлекен тӗле сетка кармалла.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Капитонович мӗншӗн ҫапла калаҫнине Раман лайӑх ӑнланать-ха: кунти ӗҫ ҫӑмӑл маррине ҫын малтанах пӗлтӗр, ҫавӑнпа пӗрлех шикленсе те ан ӳктӗр тет ӗнтӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахӑртнех, ача пит хӑраса ан ӳктӗр тесе пӑшӑрханать.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Куҫ ан ӳктӗр сана, — терӗ Магдаль.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Улми улмуҫҫинчен епле аякка ӳктӗр.

Помоги переводом

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Улми улмуҫҫинчен епле аякка ӳктӗр.

Далеко ли от яблони упадет яблоко.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Ҫутӑ урайне ӳктӗр тесе, лампана сӗтел хӗрринех лартрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав хура чир Карлай пуҫӗ ҫине ӳктӗр.

Помоги переводом

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Киремет ҫилли ӳктӗр сан ҫине!

Помоги переводом

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑпӑркки аллинчен ан ӳктӗр тесе, пӑявран йӑлӑ туса алтунине тӑхӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑмрӑк татӑкӗпе ҫамки ҫине хӗрес палли сӑрларӗ те татах виҫӗ хут сурса: — Сан канлӗхна, сывлӑхна тата пурнӑҫна пихампар упратӑр. Сан ҫумна нимле лӑп-лап та ан ҫыпҫӑнтӑр… Усал ҫын куҫӗ ан ӳктӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак ку, — старик пӳрнине каллех эрехпе йӗпетрӗ, — ҫӗр ҫине, тӑпра ҫине ӳктӗр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан мӗскӗнлентӗр ҫын, ан ӳктӗр Ҫак ҫут ҫанталӑк умӗнче, Нихҫан та ӗмӗчӗ ан ҫӗттӗр, Юлсан та тӑлӑххӑн, пӗччен.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн те пулин тиеҫҫӗ те чуптараҫҫӗ вара — часрах ҫитсе пултӑр, лаша пирки шутламаҫҫӗ те, вӑл хуть тӑрӑнса ӳктӗр.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй вара тутар ҫар ҫыннине лаши ҫине хӑпартса лартрӗ, ан ӳктӗр тесе вӗренпе ҫирӗп ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней