Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗҫ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют ҫынсене курсан вӗсем хӑраса ӳкрӗҫ, сӑмах чӗнме те шикленчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӳкрӗҫ, пӗтрӗҫ ҫамрӑк йывӑҫсем.

Помоги переводом

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Ҫав вӑхӑтра, вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗха, сасартӑк иккӗшӗ те ҫав тӗпсӗр кӳлле ӳкрӗҫ пек те ним йӗрри-паллисӗр пӑл-пӑл! туса тӑракан авӑрта ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑраса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан сасартӑках пӗр-пӗрин патне туртӑнса илчӗҫ те пӗр ытама кӗрсе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл хӑйсем машина ҫинче ларса килнӗ чух шухӑшлани, вӑл тылра мӗнле пуласси ҫинчен, темле хӗрсем ҫинчен, ташӑсем ҫинчен айванла, кулӑшла ӗмӗтленни пӗр самант хушшинчех ҫухалчӗҫ, унӑн пуҫӗнчен тухса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫумӑр тумламӗсем Оля пичӗ ҫине ӳкрӗҫ те, Володя вӗсене хӑйӗн ал тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шӗшкӗсем хушшипе нумайччен ҫӑтӑр-ҫатӑр тутарса ҫӳрерӗҫ вӗсем, такӑна-такӑна ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен пичӗсем ҫине хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ Якур шухӑшӗсем тӳрех фермӑна ҫитсе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫумӑр тумламӗсем, кантӑк тӗлӗнче пӳрт хӗрринчен татӑлса анса, пусма вӗҫнеллех вӗҫе-вӗҫе кайса ӳкрӗҫ, стенана ҫапӑнчӗҫ, чул ҫине ӳксе саланчӗҫ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вырӑс салтакне курсан, вӗсем малтанах аптраса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Витресем пӑр ҫине чӑнкӑртатса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пугачевпа Юлаев чирлесе ӳкрӗҫ те, вара кусене, йӗкӗтсене, вӗсем вырӑнне куҫартӑм.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑватӑ ҫул хушшинче пӗр хут бюллетень илменччӗ пӑхаттирсем — виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хулпуҫҫирен кӗтмен ҫӗртен уртӑннӑ хӗрарӑм йывӑрӑшне тӳсеймерӗ те, иккӗшӗ вӗсем юр ҫине ыталашса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кузов ҫинчен упа пек мӗшӗлтетсе аннӑ Павӑл хӑрах енчи борта уҫрӗ те, ҫӗр ҫине ҫӑка сыпписем хӑнтӑртатса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ан-н-неҫӗм! — кӑшкӑрса ячӗ те хӗр тайӑлса-тайӑлса кайрӗ, аллинчи ҫӗмренӗ те, уххи те ҫӗре ӳкрӗҫ, анчах вӑл хӑй учӗ ҫинче тытӑнса тӑрайрӗ, каллӗ-маллӗ туртӑнса илчӗ те ун ӑмри ҫине выртрӗ.

Помоги переводом

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен учӗсем хыттӑн кӗҫенсе, чӗвен тӑчӗҫ, ӳкрӗҫ

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑнасса кӗтмен салтаксем малтанласа пит аптраса ӳкрӗҫ, путлӗн хирӗҫ те тӑраймарӗҫ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней