Поиск
Шырав ĕçĕ:
Столяр арӑмӗ ҫӗнӗ ҫынсене тупса пусма ҫинчен ӳкессинчен турӑ ӑна епле ҫӑлса хӑварни ҫинчен вӗҫӗмсӗр каласа панӑ.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Коростелев епле кӑна ӗненмелле калаҫмасть пулин те, Серёжа пурпӗрех пӗр шухӑшран хӑтӑлаймасть: вӗсем ӑна сывлӑхсӑррипе мар, чирлесе ӳкессинчен хӑраса та мар, хӑйсене чӑрмантарасран шикленсе ҫеҫ илсе каймаҫҫӗ.
Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пуринчен ытларах Тойво ӳкессинчен хӑрать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Пурӑнӑҫра маншӑн стройран тухса ӳкессинчен хӑрушӑрах япала урӑх ҫук.Нет для меня в жизни ничего более страшного, как выйти из строя.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах пуҫӗпе пӗрле ҫеҫ, ун валли вӑл хӑйӗн пуҫне те шеллемен пулӗччӗ, ҫавӑн пекех тата аллине те тӑсса пама ӳркенмӗччӗ; урӑхла каласан, питӗ кирлӗ вӑхӑтсенче, нушаллӑ самантсенче ун алли Кирсановӑнни пекех хатӗр те шанчӑклӑ, — ҫакна вӑл авланса, выҫлӑха кӗрсе ӳкессинчен хӑраса тӑмасӑр, Вера Павловна пирки хӑйӗн ҫавӑн чухнехи пӗтӗм юратнӑ ӗмӗчӗсене — ученӑй пулас ӗмӗчӗсене пӑрахса питӗ лайӑх кӑтартса пачӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1