Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Апат тутлӑ пултӑр», — терӗ те килнисенчен пӗри тӗпелелле иртсе чӳрече хушӑкӗнчен ӳкекен ҫутӑ тӗлне, тӑрӑхла сак ҫине, пӗр чӗрес ҫӑмарта пырса лартрӗ.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Алӑкран ӳкекен ҫутӑ хуплансан ҫеҫ Савтепи пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.Савдеби, заметив полоску света от приоткрывшейся двери, подняла голову.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Уҫланкӑри ҫерем ҫинче хӑва турачӗсем хушшипе ӳкекен хӗвел пайӑркисем вӗлтӗртетеҫҫӗ, чечексем ҫине ӳксе симӗссӗн-кӑваккӑн, шуррӑн курӑнса хыпа-хыпа илеҫҫӗ.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шӑтӑк-ҫурӑксенчен ӳкекен ҫутӑ пайӑркисем сасартӑк тусанпа тӗксӗмленме тытӑнаҫҫӗ.Лучи света, пробивавшиеся сквозь щели вдруг покрылись пылью.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӳлтен ӳкекен прожектор ҫутинче шур сухаллӑ старик хура пӳртре ҫӑпата хуҫса ларать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӗр кимӗ, тӗттӗм ҫӗртен тухса, уйӑх шевли ӳкекен вырӑна ярӑнса кӗчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кив пӳртӗн пӗчӗк кантӑк витӗр ӳкекен шупка ҫутӑ ҫитмӗл виҫ ҫулхи старикӗн шупка сӑн-сӑпатне татах шурӑхтарнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Машина авӑккӑн пӑрӑнчӗ, Ева питӗнчен ҫил вирхӗнсе тӑрӑнать, урам куҫӑмӗн мӗлтлетӗвне куҫӗсемпе ярса тытма хистет, — йӗри-таврари, айккинчисем ӳкекен вутлӑ декорацисен хӑвӑртлӑхӗпе тӑра-тӑра юлаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Барк ҫинче — вӑл аялтан хура, палуби пушарти пек, ҫап-ҫутӑ — хӗлхемсене сапаласа вутлӑ алмаз евӗр кустӑрма ҫаврӑнать, тӑрӑсен айӗнчен хура тӳпенелле темиҫе ракета чупса тухрӗ, унта аялалла майӗпен анса сӳнчӗҫ те вӗсем — ӳкекен симӗс те кӑвак ҫӑлтӑрсене вӗҫертсе ячӗҫ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вара вӑл ӳкекен ут тилӗрсе сывлакан аякӗпе пусӑрӑнтарассиччен кӑшт маларах айккинелле сикме ӗлкӗрчӗ.И он спрыгнул в сторону прежде, чем падающая лошадь успела придавить его бешено дышащими боками.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӑй мӗн тунине ӑнланаймасӑр — ылтӑна вӑл сив чир чухнехилле хӑвӑртлӑхпа ывӑтать те ывӑтать, алӑк леш енче тӳнклетсе ӳкекен хутаҫсен сассине чӗмсӗррӗн тӑнлать.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Акӑ… хӑваланӑран кӑпӑкпа витӗннӗ лаши ҫинчен колонистсен хушшине ӳкекен Дрибӑн виле ӳтне курать…и видел труп Дрибба, падающий с загнанной лошади среди толпы колонистов.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн йӗрӗ, йывӑҫсен тӗл-тӗл ушкӑнӗсен лапсӑркка тӑррисемпе касӑлнӑскер, хысаклӑ-хысаклӑ хуп-хура ханкӑрсенче ҫухалать, — шӑвакан ӳсен-тӑран унти хушӑксемпе сакӑлтасене шывалла ӳкекен йӑрӑм-йӑрӑм ешӗл кавирсемпе тӗртсе-чӗнтӗрлесе хупланӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл ӗҫмӗш патне арӑслансем васкамасӑр ута-ута аннине, хӳрисене кушак пек хуҫлатса лӑнкӑртаттара-лӑнкӑртаттара, апчхилете-апчхилете шыв лӗрккенине, шанчӑксӑр шав илтсенех ҫав тери асӑрханса пӗтӗм кӳлепипе самантрах карӑнса тӑнине курать; ҫырма хӗрринчен мӑйӑхӗнчи шыв тумламӗсене сапа-сапа каялла кайнӑ авӑкра вӗсен тикӗс мар сывлавӗ, ҫӳлтен ӳкекен чул катӑкӗсен ӳкӗмӗ евӗрскер, носорогсен хӑрӑлтатӑвӗпе те чаплаттарӑвӗпе ылмашӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпир тӗттӗм залри кавир ҫине ҫӳллӗ алӑк витӗр ӳкекен электричество пайӑркинчен иртрӗмӗр, малалла коридорпа пырса библиотекӑна лекрӗмӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Крыльца умӗнче ларакан часовойшӑн чӳрече витӗр кӗрсе пӳртӗн шал енчи стени ҫине ӳкекен ҫутӑ хӗвел пӑнчи курӑнман.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унта-кунта сулхӑнта хуралнӑ юр куписем тӗллӗн-тӗллен вырткалаҫҫӗ, ҫапах та хӗвел ӳкекен уҫӑ вырӑнсенче пӗлтӗрхи хытнӑ курӑксем типсе кайнӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӗвел анӑҫалла васкать, чӑнкӑ ҫыранран ҫил вӗҫсе килчӗ, чӳрече каррисене сирчӗ, вӗсен самантлӑх ӳкекен хушӑкӗнче кантӑк умӗнче ӳсекен йывӑҫсен сӑмалаллӑ сарлака ҫулҫисем курӑнса кайрӗҫ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.