Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӳ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сан мӗн ӗҫӳ пур ман ҫумра, анкӑ-минкӗ?! — терӗ вӑл, ик аллипе пилӗкне тытса.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах эсӗ хӑвӑн тепӗр питех те кирлӗ тӗп ӗҫӳ пирки шутлатӑн-и?

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ку вара йӑлтах сан ӗҫӳ, — терӗ те Павӑл пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

— Вӑл сан ӗҫӳ мар, — кӳренчӗ Павӑл.

Помоги переводом

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Халлӗхе санӑн ӗҫӳ — управлени ручкине ҫемҫен тытасси тата пӑхса пырасси кӑна…

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ку санӑн ӗҫӳ вӗт! — аллине тытнӑ хут таткипе Денис умне чупса пычӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Хӑвӑн ӗҫӳ юлташусен ӗҫне те малалла ятӑр тесе ырми-канми ӗҫле, вара сан яту та сумлӑ ят пулӗ, — тесе ҫырать Турунов.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эп хушнӑ ӗҫ пурте сан ӗҫӳ!

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ку сан ӗҫӳ мар! — касса татрӗ ӑна виҫҫӗмӗшӗ, хӑнчӑр куҫлӑ лутра арҫын.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сан ӗҫӳ ырӑ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыврине парне кӳрес пулать, унсӑр сан ӗҫӳ тухас ҫук, Савантер, — шӑлсӑр ҫӑварӗпе чарӑна пӗлми калаҫрӗ карчӑк.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ӗҫӳ япалу!» — алӑ сулчӗ вӑл, вара, часрах тула тухса, ҫӑвара карса, капламӑн-капламӑн уҫӑ сывлӑш хыпас тесе, ҫийӗнчи шурӑ халатне кӗхле-кӗхле, муталана-муталана хыврӗ те алӑк ҫывӑхӗнчи йӑрхахран ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Сан ӗҫӳ ку.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Музыка, ӗҫкӗ-ҫикӗ тупасси — сан ӗҫӳ, ытти вара — хамӑрӑн, — терӗ Рита чӑрсӑррӑн.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ну, чипер кай, килте те ӗҫӳ мӑй таранах пуль, — терӗ те Чукило лӑпланса выртрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ сана вунҫичӗ ҫулхи хӗр пек юратса пӑрахрӑм, санпа ҫеҫ пурӑнтӑм, санӑн кашни ҫитӗнӗвӳ хамӑн ҫитӗнӳ пек туйӑнатчӗ, санӑн кашни ӑнӑҫсӑр ӗҫӳ мана чӗререн хурлантаратчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӗҫӳ ӑнса пытӑр сапӑн, Михайло Иванович.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Санӑн ӗҫӳ йывӑртарах пулать, Петр Семенович, — терӗ аслӑ князь, — эсӗ тата тепре ҫапӑҫса илетӗн.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан пӗтем ӗҫӳ пурнӑҫ никӗсне хирӗҫ пырать…

Все-то ты делаешь наперекор жизни, против ее законов…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Темӗн, сан ӗҫӳ мар пулмалла, ӑна пӗр-пӗр агрономах туса хатӗрленӗ курӑнать, — тет лешӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней