Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫӗмсем йӗркеллех вӗҫленчӗҫ, пӑшӑрханма-йӳҫӗхме сӑлтавӗ те ҫук темелле, анчах ӑшӑмра пурпӗрех лӑпкӑ мар: унта темӗнле «хура хурт» йӑшӑл-йӑшӑл йӑшӑлтатать, кӑмӑла хуҫать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хӗр мана хӗрхенмест, ҫаплах фронтри паттӑр ӗҫӗмсем ҫинчен тӗпчет…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Манӑн пулас ӗҫӗмсем… вӗсем пачах та кӑсӑклӑ мар, каласан — эсир апла-капла шухӑшлама тытӑнатӑр, ҫав вӑхӑтрах эпӗ хама питӗ лайӑх пӗлетӗп тата ӑнӑҫтарасси пӗртте иккӗлентермест.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унта тӑсӑлса выртса куҫӑмсене хупрӑм та, хамӑн телейсӗр пурӑнӑҫӑм ҫинчен, ӑнӑҫлӑ пулайман ӗҫӗмсем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.Тут я прилег и, закрыв глаза, стал думать о своей горькой судьбе, о своих неудачах.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хальлӗхе эсӗ манӑн ӗҫӗмсем пирки пӗлни кирлех мар.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
— Эпӗ диктатортан тухрӑм; апла мӗншӗн ман ҫине айӑп хумарӑр, мӗншӗн эсир ман патӑма пырса, хам ӗҫӗмсем ҫинчен манран отчет ыйтмарӑр?
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ӗҫӗмсем нумайччӗ манӑн, вара эпӗ хама Мускава кӗрсе тухмасан юраманнине ҫӑмӑллӑнах ӗнентертӗм…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам каланӑ пьесӑри пекех, сасартӑк пурте хӑйсен вырӑнне йышӑна-йышӑна тухрӗҫ, вара манӑн пуҫӑма манӑн пуласлӑхпа ӗҫӗмсем ҫинчен питӗ ҫӑмӑл шухӑшсем килсе кӗчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, чӑн-чӑн судья пекех, манӑн мӗнпур пек ӗҫӗмсем ҫинчен, шкулпа хамӑн пурнӑҫӑм ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.Точно, как судья, он строго спрашивал обо всех моих делах — школьных и личных.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑнавлӑ ӗҫӗмсем манӑн ун чухнехи вӑхӑтшӑн начарах та марччӗ, темиҫе ҫул каярахпа та акӑ Александр Петрович Сумароков вӗсене хытах ырларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ ҫилленнипе ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ; ҫылӑхӑмсене пула шӑммӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ: 5. ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ, 6. хамӑн ӑссӑрлӑхӑма пула суранӑмсем шӑршланса юхса тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1