Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫчен сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫчен (тĕпĕ: ӗҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ма пӗрлешес мар, ма пӗрле пулас мар ӗҫчен йӗкӗтпе ӗҫчен хӗрӗн?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑл яланах ҫӗнтерсе пынӑ, мӗншӗн тесен ун умӗнче революци ялавӗ вӗлкӗшнӗ, чӗринче революци законӗ пурӑннӑ: пӗтӗм влаҫ — Советсене, халӑха; ҫӗршывӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ӗҫчен халӑха, рабочисене, хресченсене, революци салтакӗсене: ҫын вӑйӗпе пурӑнакансем — тӗп пулччӑр!

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Иртнӗ мухтавлӑ кунсемпе вилӗмсӗр ҫынсем ҫинчен аса илни пире паянхи куна мухтавлӑ та вилӗмсӗр тума пулӑшӗ, ӗҫчен алӑсене ҫӗнӗ вӑй хушӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шупашкар вӑл — ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулнӑ, качча кайма хатӗрленнӗ, ҫитӗнсе ҫитнӗ ӗҫчен те хитре хӗр пек туйӑнать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен.

Помоги переводом

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Наталия Митрофанова социаллӑ ӗҫчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоровсем ывӑлӗсене ырӑ ҫын пулма вӗрентнӗ.

Помоги переводом

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

«Сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулмалла», — терӗҫ юнкорсем.

Помоги переводом

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Мӗн пур ӗҫчен тӑрӑшнипе эпир республика аталанӑвӗнче чылай ҫитӗнӳсем тума тата пирӗн граждансен пурнӑҫне лайӑхлатма пултартӑмӑр», – тесе ҫапларах палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Мӑкӑр ялӗ хисеплӗ те ӗҫчен ҫемьесемпе пуян.

Помоги переводом

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Питҫӑмартийӗсем путса кӗчӗҫ, куҫ айӗнчи пӗркеленчӗксем ытларах палӑракан пулчӗҫ, ӗҫчен аллисем усӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах та вӑйлӑ хӗрарӑма ӗҫчен арҫын ҫеҫ мар, ҫынпа пӗрле уявсенче савӑнма, калаҫма пултаракан упӑшка та кирлӗ-ҫке-ха.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем чухлӗ курӑк ҫулса пӑрахрӗҫ пӗр кунта икӗ ӗҫчен.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ансӑртарах вырӑна такамӑн ӗҫчен алли вӑрӑм вӗрлӗксенчен каҫма хывнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Платуна ывӑлӗ хуравлани ҫырлахтарчӗ пулмалла, вӑл ӗҫчен сасӑ ҫине куҫрӗ:

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, вӑл ӗҫчен те маттур хӗрарӑм пултӑр.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ кун килет — хӑйӗн вӑйне ӗҫчен ачасене парас хавалпа тӳпене ҫӗкленет.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Венюк нумай шухӑшласа тӑмарӗ, тӳрех: — Ман савние Айӑна хӗр ҫумӗ тӑвар мар-и? Вӑл манпа пӗрле вӗренет, маттур, ӗҫчен хӗр пӗрчи. Ӑна эпӗ сирӗн туйӑр хыҫҫӑн кӑшт каярах качча илме хатӗрленетӗп, — тет.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавӑн пек ӗҫчен те маттур каччӑна мӗнле хӗр ан юраттӑр!

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней