Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗнешӗн (тĕпĕ: ӗне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, часах ӗнешӗн укҫа шырама пуҫлӗҫ…

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика, пурлӑх, ҫӗр хутшӑнӑвӗсен, инвестици ӗҫ-хӗлӗн пайӗн начальникӗ Марина Павлова ялта хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене федераци тата регион шайӗнчи патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫак тӗсӗсем пирки тата тӗплӗнрех чарӑнса тӑчӗ: пӗр ӗнешӗн — 5500-7500, аш-какай валли усӑ куракан ӑратлӑ пӗр ӗнешӗн — 5500, пӗр качакашӑн — 500 тенкӗ.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ӗнешӗн мӗн чухлӗ парӑма кӗнине пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, тӳлеме — укҫа ҫук, ҫавӑнпа унӑн лашине те туртса илчӗҫ, хӑйне, кутӑнлашнӑшӑн тесе, арестлесе хупса лартрӗҫ.

За корову он уже бог весть сколько задолжал, а платить было нечем, вот и забрали у него лошадь, а самого за оказанное сопротивление арестовали.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

— Мерзляков хӑйӗнчен эсир хушнипе туртса илнӗ ӗнешӗн, сыснашӑн, чӑх-чӗпшӗн тӳлеме ыйтать, — терӗ Рогов.

— Мерзляков требует уплатить за корову, свинью и птиц, которые реквизированы у него по вашему распоряжению, — сказал Рогов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗнешӗн пулсан пур пӗр: кам картишӗнче пурӑнать вӑл — колхоз картишӗнче е уйрӑм ҫын патӗнче.

Корове наплевать, на каком дворе она находится — на колхозном или частном.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Геннадий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк продуктивлӑ ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсене укҫа хушса тӳлет: ӗне пуҫне вӑтамран 3900 килограмм сӗт суса илнисене кашни ӗнешӗн — 3100, 4500 килограма ҫитернисене — 4200-шер тенкӗ.

Помоги переводом

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней