Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑмартан хӑш пуҫне — пуклаккине е шӗвӗррине — ҫӗмӗрме майлӑ тесе шутласси вӑл — кашни ӗненекенӗн хӑйӗн ӗҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
37. Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр; 38. Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ; 36. Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр, терӗм.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӳтне касни вара ӳтне касичченех ӗненнипе тӳрре тухнине кӑтартакан паллӑ пулнӑ; ҫапла Авраам ӳтне касман пур ӗненекенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ; кусен ӗнтӗ ӳтне кастармасӑрах, ӗненнипе ҫеҫ, тӳрре тухмалла пулнӑ; 12. Авраам аттемӗр — ӳтне каснисенӗн ашшӗ те, анчах пуриншӗн те мар, Авраам хӑй ӳтне кастариччен ӗненнӗ пек ӗненсе, ҫав ҫулпа пыракансемшӗн ҫеҫ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн кӳнтелекенни хӑй ӑшӗнчех; Турра ӗненмен ҫын Ӑна ултавҫӑ пек курать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑ Хӑй Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтеленине ӗненмест.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Ашшӗ те ҫук; Ывӑлне ӗненекенӗн Ашшӗ те пур.23. Всякий, отвергающий Сына, не имеет и Отца; а исповедующий Сына имеет и Отца.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ӑна ӗненекенӗн кирек камӑн та Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тесе, Ун ҫинчен пур пророк та каласа пӗлтернӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1