Поиск
Шырав ĕçĕ:
«инвестор наукӑпа тӗпчев е сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫласан е тата харпӑр хӑй производствине техникӑпа ҫӗнетсе пуянлатсан, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫе инвалидсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвас тата (е) таварсем туса кӑларас, ӗҫсем пурнӑҫлас, пулӑшу ӗҫӗсем парас тӗллевпе производствӑн энергетика эффективлӑхне пысӑклатсан, е Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине чакарма пулӑшакан ӗҫ е ӗҫсем пурнӑҫласан;".
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче инвестици ӗҫ-хӗлне патшалӑх пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Петрович Архипов кӑҫалхи апрелӗн пӗрремӗшӗ тӗлне республикӑра 219,6 пин вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ пурӑннине, ҫав шутран 188,2 пин ӗҫ ветеранӗ тата ЧР ӗҫ ветеранӗ (вӗсенчен 46,7 пин ЧР ӗҫ ветеранӗ ҫак хисеплӗ ята хӗрарӑмсем _ 37,5 ҫул, арҫынсем 42,5 ҫул ӗҫ стажӗсемпе тивӗҫнӗ) пулнине палӑртнӑ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Акӑ мӗн — Тарантьев калаҫма ҫеҫ ӑста пултарнӑ; сӑмахпа вӑл пур ӗҫе те, уйрӑмах ҫын ӗҫне, уҫӑмлӑн та ҫӑмӑллӑн татса панӑ; анчах пӗр пӗчӗк ӗҫ тумалла пулсанах, тӳррипе каласан, хӑйӗн теорийӗпе практикӑра усӑ курмалла пулсанах, вӑл вара пачах урӑх ҫын пулнӑ; вӑл унта пултарайман — ӑна сасартӑках йывӑрлӑх та, чир те кансӗрленӗ, ӑна ҫынсенчен те лайӑх мар-мӗн, е уншӑн мӗнле те пулин урӑх ӗҫ сиксе тухнӑ, вӑл ҫав ӗҫе пуҫӑнман, пуҫӑнсан та — ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине курма турӑ ан хуштӑр.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«13) организацисем федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе тата условисемпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне пӑхӑнман хаклав ирттерессине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫавӑн пекех пӑхӑнса тӑракан организацисен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ чухне организацисем пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫӗн результачӗсемпе усӑ курасси тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫ результачӗсем тӑрӑх организацисем тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннине федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслесси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
«12) организацисем федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе тата условисемпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне пӑхӑнман хаклав ирттерессине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫавӑн пекех пӑхӑнса тӑракан организацисен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ чухне организацисем пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫӗн результачӗсемпе усӑ курасси тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫ результачӗсем тӑрӑх организацисем тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннине федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслесси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
«83) йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын пулнӑ тата ача ҫуратнӑ май отпускра шутланакан хӗрарӑмсем, ача виҫӗ ҫула ҫитиччен ача пӑхма паракан отпускра шутланакан граждансем, енчен те вӗсем ӗҫ паракан ӗҫ договорӗ тума килӗшменнипе, ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫлев кодексӗпе палӑртнӑ гарантисене пӑснипе, малтанхи ӗҫе таврӑнассипе, ӗҫ укҫине шыраса илессипе, ҫав шутра ирӗксӗр тунӑ прогул вӑхӑчӗшӗн, ӗҫ параканӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) пула кӳнӗ мораль сиенӗшӗн саплаштару укҫине шыраса илессипе, йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ача ҫуратнӑшӑн тӳлекен пособие памалла тӑвассипе, ӑна ҫӗнӗрен шутласа парассипе тата шыраса илессипе, ача ҫуралсан пӗр хутчен паракан пособие, ача пӑхнӑшӑн кашни уйӑхра паракан пособие илессипе, ача ашшӗ кам пулнине палӑртассипе тата ҫавӑн пирки пуҫланнӑ тавлашӑва татса парассипе, алимент шыраса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пама ыйтнӑ чухне;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.
18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Предприятисем, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе, Тӑван ҫӗршыв валли продукци ытларах кӑларни, унӑн хӑй хакне йӳнетсе пыни, автоматизаципе механизаци, резервсемпе тата малта пыракансен опычӗпе туллин усӑ курни, перекетлӗхшӗн кӗрешни, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе вӑйлатни, коммунизмла ӗҫ коллективӗсен ятне илессишӗн кӗрешни, коммунизмла ӗҫ ударникӗсен кулленхи пурнӑҫӗ, ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗсем — ҫаксем пурте передачӑсенче тӗп вырӑн йышӑннӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ку правӑсене ҫапла пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ: пӗлӳ илес тата профессие вӗренес тӗлӗшпе, ӗҫре, уншӑн тӳлес тата ӗҫре пысӑкрах вырӑна уйӑрса лартас, обществӑпа политика тата культура ӗҫне хутшӑнтарас тӗлӗшпе хӗрарӑмсене арҫынсемпе пӗр тан майсем туса панине, ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен сывлӑхне сыхлас енӗпе ятарласа мерӑсем йышӑннипе; хӗрарӑмсене ӗҫлеме те, ача пӑхма та май паракан условисем туса панипе; ача амӑшӗсемпе ачасене право енчен хӳтӗленипе, пурлӑхпа тата мораль тӗлӗшӗнчен хавхалантарнипе, ҫав шутра йывӑр ҫын хӗрарӑмсемпе ача амӑшӗсене тӳлевлӗ отпусксем тата ытти ҫӑмӑллӑхсем панипе, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсен ӗҫ вӑхӑтне майӗпен чакарса пынипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССРӗнче ялхуҫалӑх ӗҫне индустри ӗҫӗсенчен пӗри туса хумалли, ялсенче халӑха вӗрентес ӗҫ, культура, сывлӑха сыхлас ӗҫ, суту-илӳпе обществӑлла апатлану, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫпе коммуналлӑ хуҫалӑх учрежденийӗсен шутне ӳстермелли, ялсенчен лайӑх поселоксем туса хумалли программа ҫирӗппӗн пурнӑҫланса пырать.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
11. Коммерциллӗ мар организацине ертсе пырас ӗҫе хутшӑнакан муниципалитет служащийӗ коммерциллӗ мар организаци ятне, вырӑнне тата адресне улӑштарнӑ, коммерциллӗ мар организацине ҫӗнӗлле йӗркеленӗ, хӑй пӗччен ӗҫ тӑвакан орган е коллегиллӗ орган улшӑннӑ (ҫав ҫын коммерциллӗ мар организацине ертсе пырас ӗҫе ҫав орган пек е унӑн членӗ пек тӳлевсӗр йӗркепе хутшӑнать), тивӗҫлӗ орган ячӗ е унӑн полномочийӗсем улшӑннӑ кунран пуҫласа календарлӑ вунӑ кунран кая юлмасӑр ун ҫинчен ӗҫе илекенӗн (ӗҫ параканӑн) представительне пӗлтерет.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи муниципалитет служби ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №70 от 21 сентября 2020 г.
3) 8 статьян 4-мӗш пайӗнче «федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ» сӑмахсене «физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата пурнӑҫлас тата нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спорт сферинче патшалӑхӑн пулӑшу ӗҫӗсене туса парас (спортра допинга сирсе ярас тата унпа кӗрешес ӗҫе кӗртсе) тата патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗҫлекен федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗ (малалла – федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ)» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
1. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутсем тӑрӑх тӑтӑш турттарассине йӗркелес ӗҫе, ҫавӑн пекех регионсем хушшинчи маршрутсем тӑрӑх автомобиль транспорчӗпе тӑтӑш турттарассине йӗркелес ӗҫе хутшӑнассине Федераци саккунӗпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан власть органӗсене шанса панӑ тӑтӑш турттарассине йӗркелес ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама Чӑваш Республикин саккунӗпе е Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗпе полномочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗ (малалла – Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ) пурнӑҫлать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шкулчченхи ӳсӗмри ачасене ӗҫ воспитанийӗ парасси ачасен ӗҫ ҫине лайӑх пӑхассине, ӗҫе юратассине тата пысӑккисен ӗҫне хисеплессине тӗллевлӗ йӗркелет.
Шкулчченхи ачасене ӗҫ воспитанийӗ парасси // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... si-3444734
Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ.
Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/
— Ӗнерхи канашлура эпир ҫакна лайӑх ӑнлантӑмӑр: объектсем вӑхӑтра ӗҫе кӗрейменнин тӗп сӑлтавӗ вӑл — ӗҫ вӑйӗпе рессурссене сапалани, объектсене туса ҫитерессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑсрах, йывӑртарах ӗҫсенчен пӑрӑнса, ҫӗнӗ вырӑна сике-сике ӳкни, ҫапла вара ансатрах, кал-калрах пулакан ӗҫсенче укҫа-тенкӗпе ытларах усӑ курса, плана ирттерсе тултарни.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ пирӗн пӗтӗм паттӑр Ҫар, пирӗн пӗтӗм паттӑр Тинӗс-Ҫар Флочӗ, пирӗн мӗнпур летчиксем-соколсем, пирӗн ҫӗршыври мӗнпур халӑхсем, Европӑри, Америкӑри тата Азири чи лайӑх ҫынсем пурте, юлашкинчен, Германири чи лайӑх ҫынсем пурте — Германи фашисчӗсен ултавлӑ ӗҫӗсене питлеҫҫӗ тата Совет Правительстви ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, Совет Правительствин ӗҫӗсене ырлаҫҫӗ тата ҫакна курса тӑраҫҫӗ: пирӗн ӗҫ — тӗрӗс ӗҫ, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр, эпир ҫӗнтерме тивӗҫ.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр пире «ҫураҫуллӑ ӗҫ вӑйне» ӗненме хушса хӑварнӑ: «Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ - ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр», - тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven