Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑшу (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сисетӗп ӑшу вӑрканине, — ханша сыпа-сыпа калаҫрӗ кил хуҫи.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ӗҫ, ӗҫ. Манӑнни пек, ӑшу хытса лармӗ-и?» — терӗ хӑй ӑшӗнче ҫынна ыр сунма пӗлмен Кулюкка.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эп сан ӑшу мӗншӗн ҫуннине пайӑр пӗлсе тӑратӑп.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑшу ҫунсан та — пуҫ ыратать тен.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эпӗ ватӑ Сунь, сана ӑшу пиҫиччен пӗҫертмесен, ялти ятлӑ лавҫӑ та пулаймастӑп.

Если не отстегаю тебя как следует, не быть мне, старику Суню, лучшим на деревне возчиком.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑшу та ыратма пултарӗ, — терӗ анне.

А то животик разболится, — говорит вдруг мама.

Эпир ҫырла татни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Айта каялла, чей ӗҫетпӗр, ӑшу та выртӗ, ыран вара ху пӗлен…

Пойдем назад, чаю попьем, успокоишься, а завтра как знаешь…

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ ӗнтӗ ӑшу каничченех кулма пултаратӑн.

Вот теперича ты и смеись, сколько твоей душеньке влезет.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

44. Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ.

44. Тогда и они скажут Ему в ответ: Господи! когда мы видели Тебя алчущим, или жаждущим, или странником, или нагим, или больным, или в темнице, и не послужили Тебе?

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Сӑваплисем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине курса Сана тӑрантартӑмӑр? е ӑшу хыпнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр?

37. Тогда праведники скажут Ему в ответ: Господи! когда мы видели Тебя алчущим, и накормили? или жаждущим, и напоили?

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней