Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӑслӑ тесен ӑслах марччӗ, анчах ухмах та марччӗ.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ку этем ӑслах марри таҫтанах курӑнать! — терӗ Абдрахман текенни.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микулайпа Укка пӗр-пӗрин патнелле ӑнтӑлнине сиссен (сисӗмлӗ ҫын ӑна сисмесӗр, куҫ пурри — курмасӑр тӑма пултарайман), икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗриншӗн хыпса ҫуннине асӑрхасан Микулай ытлашши ӑслах маррине туйса илӗ те Укка — унран сивӗнӗ тенӗ Михапар.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Таҫта вуланӑ-ши вӗрентекен ҫак пӑтрашуллӑ шухӑша е хӑй пит ӑслах пулман?..
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Ҫапах та, хаклӑ ҫыннӑм, эсир те ӑслах мар, — терӗ Реймер.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Ҫапах та ӑслах мар мӗн ҫав ҫӑхан.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Вӑл ытлашши ӑслах пулни курӑнмасть.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑсли ӑслах ӗнтӗ, иккӗленме кирлӗ мар.
Шӑшисем кушакран хӑтӑлма шухӑшлани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Акӑ пирӗн Автан та ӑслах мар та, вӑл ҫавах килте ларать, кайран вара яшка пулать…Вот наш Петух тоже не умен, но зато и сидит дома; а потом из него сварят суп…
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Вӑл хӑнасем пур чухне пӗр тӗрлӗ хӗрарӑм, хӑнасем ҫук чухне тепӗр тӗрлӗ хӗрарӑм пулни пире пушшех те тӗлӗнтерчӗ: пӗр хӗрарӑмӗ, хӑнасем пур чухнехи, хӑйне сивлекрех тытакан, капӑр тумланма юратакан ҫамрӑк та сывлӑхлӑ пике, тӑмсай та мар, ӑслах та мар, ҫапах хӑй хавас; тепри, хӑнасем ҫук чухнехи, ҫамрӑк мар ӗнтӗ, вӑл ӗшенчӗк, хуйхӑллӑ та лапа хӗрарӑм, юратать пулин те кичем ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн ӑсӗ катӑккипе уйрӑмах кӑмӑла килекен ӑслах мар ҫынсенчен пӗри, унашкал ҫынсем япаласене тӗрлӗ енчен курма пултараймаҫҫӗ, ҫапах хӑйсем ӗмӗрех мӗнпе те пулин интересленеҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ытла ӑслах маррисем пирӗн хамӑрӑн та сахалах мар.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Нӗрсӗр тенӗ сӑмахра амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗ ытла ӑслах мар, пултаруллах мар пулнине йышӑнни палӑрнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне ывӑлӗн илемӗпе лӑплантарма тӑрӑшнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Ытлашши ӑслах мар.
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Ытла ӑслах мар хӗрарӑм пек курӑнасчӗ тесе эпӗ мӗн чухлӗ вӑй хутӑм!— Если бы вы знали, сколько я положила труда, чтобы походить на типичную светскую даму!
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫак ӑслах мар, кӗске сӑмах хӑлхана хупласа лартмалла янӑрарӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫиелтен пӑхсан кӑна харсӑр пек курӑнакан, чапа е мухтава тухас кӑмӑл хӗтӗртнипе кӑна хавхаланакан Калугин та, ним тӗшне тӑман сиенсӗр Праскухин та, вӑл тӗншӗн, престолпа отечествӑшӑн пуҫне хунӑ пулин те, хӑюсӑр та ытлашши ӑслах мар Михайлов та, шухӑш енчен ҫирӗпленсе, йӗркене кӗрсех ҫитеймен пӗчӗкҫӗ ача Пест та, — пӗри те киревсӗр ҫын е повеҫӗн геройӗ пулма пултараймаҫҫӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан, ытти пур ытла ӑслах мар ҫынсем пекех тивӗҫлӗх тенине уйрӑммӑнах вӑйлӑн сиссе туйса тӑнӑскер, ҫав тивӗҫлӗх теекен сӑмахпа хӑйне хӑй кӑштах лӑплантарчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, юлашки вӑхӑтра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен хытӑрах пулнӑ пирки хӑйпе хирӗҫкелесе пурӑннӑ ашшӗ патне юлашки ҫыру ҫырма тытӑнчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эпӗ татах калатӑп: ӑна такам усал тунӑ тата вӑл чипер ӑслах мар.
LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Чипер ӑслах мар?
LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
- 1
- 2