Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫава, ҫӑмӑллӑн шӑхӑрса, ӑса пек, сылтӑмалла, сулахаялла ыткӑнать, улӑхри тӗрлӗ курӑксене тымартанах чашлаттарса пӗр ҫӗре купаласа пырать.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хӑйне мӗн пуласси ҫинчен Штольц каласа панине ӑса илчӗ: вӑл ӑна, эсӗ пурӑнма пуҫламан-ха, тесе час-часах калатчӗ, Ольга вара хӑйне хӗрача вырӑнне шутланӑшӑн тепӗр чухне кӳренетчӗ, — ун чухне вӑл ҫирӗмре пулнӑ-ҫке-ха.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмахран, пысӑк ӑс кирлӗ — хӗрарӑм ҫав ӑса хисеплесе пуҫ тайтӑр, ҫынсем те пуҫ тайччӑр…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗрке-тирпей тӗлӗшӗнчен пӗтнӗ ӑса, чуна хӑтарасси тата мӗнлерех хисеплӗ!..
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Яланах ҫырмалла, шухӑшсене, хӑвӑн чунна пӗчӗк ӗҫсемшӗн сапаламалла, ху мӗне ӗненнине улӑштармалла, ӑса та ӗмӗтсене те сутмалла, хӑвна ху ирӗксӗрлемелле, пӑлханмалла, вӗресе тӑмалла, ҫунмалла, кустӑрма пек, машина пек: ыран ҫыр, тепӗр кунне ҫыр; уяв килет, ҫулла пулать — унӑн яланах ҫырмалла-и?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав курнӑҫланусӑр вӑл — улпут пуррине те сисмест; ҫав курнӑҫланусӑр — нимӗн те ун ҫамрӑклӑхне, тахҫанах пӑрахса килнӗ ялне, авалхи кил ҫинчен калакан халапсене ӑса илтермест; вӑл халапсем — ватӑ тарҫӑсен, нянькӑсен, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантаракан хӗрарӑмсен йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗртен-пӗр хроники шутланнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ҫирӗп сӑнарӗ, ӳт-пӗвӗ Материлӗхне ҫухатса Хальччен ҫын илтмен вӑйлӑ кӗввӗн Ҫунтарчӗ чуна та ӑса…
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
— Амед, — терӗм ҫеҫ эп, вӑл ман ӑса ӑнкарса та илчӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ав Гитлер пуҫне ҫухатнӑ, ухмаха ернӗ, текех ӑса кӗрес ҫук.Вот Гитлер голову потеряли, с ума съихал, обратно уже николи не повернется…
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑса кӗресчӗ…
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑса кӗртрӗм.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каярахпа ӑса кӗртесси те пуҫланчӗ:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
«Вырӑс ҫынни те кунти халӑх хушшинче пурӑнсан ҫакӑн пек йӑласене хӑнӑхма пултарать-ши?» — тесе тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ; пӗлейместӗп, чӑнах, тиркемелле-ши ҫакӑн пек ӑса, мухтамалла-ши, анчах вӑл ӑс-пуҫӑн калама ҫук пысӑк пултарулӑх пуррине, вӑл уҫҫӑн та тӗрӗс шухӑшлама пултарнине кӑтартса парать, вӑл вара кирек мӗнле усала та, ӑна пӗтерме май ҫук пулсан, каҫаратех.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши, мехер эпӗр, чин чина хисеплетӗр теекен пуриншӗн те майлӑ правило вырӑнне, тӗслӗхрен, ӑс ӑса хисеплетӗр теме пуҫлас пулсассӑн?
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ыран ӑса кӗмесен, персе вӗлеретпӗр.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Ӳкӗтлӗр ӑна, ӑса кӗтӗр.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Мӗн тумалла ӗнтӗ ман халь, ӑса та вырнаҫмасть, — куляннӑн каласа хучӗ Еххӗм.– Что делать теперь, ума не приложу, - с бескпокойством сказал Ефим.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Ӑса, йӗрӗлче, кусар, пакур, хусӑк, катмак, тӑпач, тылӑ, хутӑруҫҫи, шӗшлӗ - кулленхи пурнӑҫра ку сӑмахсене час-часах илтеймӗн.
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26