Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эрнерен те ытла иртмерӗ, унчченхи пекех сивӗ, ывӑнтаракан, ӑнӑҫсӑр пурнӑҫ, циркулярпа чарсах хуман пулин те, ҫапах ирӗкне те пӗтӗмпех паман пурнӑҫ шӑва пуҫларӗ каллех.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Начар пиҫнӗ ҫӑкӑра вӑл Фролка, ҫӗпрене «Стенька шухӑшӗсем» тетчӗ; Стенькӑна хӑйне пурнӑҫра пулман, пысӑк, анчах телейсӗр, ӑнӑҫсӑр япалапа танлаштаратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл хӑйӗн ӑнӑҫсӑр юратӑвӗшӗн кулянӗччӗ, пулни-иртнишӗн макӑрӗччӗ, ун ҫинчен йӑлтах манӗччӗ, вара… вара «ырӑ ҫынна» качча тухӗччӗ, лайӑх, ӑслӑ, тарават арӑм, ача амӑшӗ пулӗччӗ, мӗн пулни-иртнине хӗр ӗмӗчӗ вырӑнне ҫеҫ хурӗччӗ, хӑй ӗмӗрне пурӑнса мар, тӳссе ирттерӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вут кайӑк ҫинчен калакан пирӗн чаплӑ юмаха итленӗҫемӗн, тухатнӑ замокӑн чӑрмавӗсемпе вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен итленӗҫемӗн, ача е хӑйне паттӑр вырӑнне хурса харсӑрланать е юмахри паттӑрӑн ӑнӑҫсӑр пулнӑ ӗҫӗсемшӗн хуйхӑрса асапланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев пур япала ҫине те кӑмӑлсӑррӑн, ҫурма йӗрӗнсе, ниме те ырӑ суймасӑр пӑхать, вӑл тӗнчере пурне те, йӑлтах вӑрҫма хатӗр; вӑл мӗнле те пулин тӗрӗс мар кӳрентернӗ ҫын, е хӑйӗн темле тивӗҫлӗ хакне тупайман ҫын тейӗн, е тата, вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ ӑнӑҫсӑр ҫын, хӑй шӑпине ирӗксӗррӗн те кулянмасӑр пурӑннӑскер пулӗ, тейӗн.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрне-кунне уявсенче кӑна ирттерекен ӑнӑҫсӑр пуҫлӑх Раҫҫей шӑпи ҫинчен шухӑшламан, хӑҫан та пулин вӑрҫӑ пуласси ҫинчен вӑл ӑша та илмен, ҫавӑнпа Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи оборонӑна ҫирӗплетес тесе нимӗн те туман.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Экадрӑри броненосецсенчен пӗри ӑнӑҫсӑр ҫаврӑннӑ май малта пыракан «Виктория» броненосец ҫине пырса тӑрӑнать, унӑн сӑмсине шӑтарать.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Торпедӑна тӗл пӑрахас тесе хама мӗнле кӑткӑс фигура тума тӳрӗ килнине ӳкерсе парайманшӑн пӑшӑрханатӑп-ха эпӗ, вӑл саккӑрлӑ фигурӑччӗ, шӑпах пилӗкӗ тӗлӗнчен икӗ атака тумалла пулчӗ — малтанхи ӑнӑҫсӑр иртрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Арктика карттине улӑштарнӑ — ҫав-ҫавах хӑйӗн экспедицине ӑнӑҫсӑр тесе шутланӑ…Изменил карту Арктики — и всё же считал свою экспедицию неудачей…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑн юрату, ӑна пур енчен те тӗрлӗ йывӑрлӑхсем сӑрса илнипе, ӑнӑҫсӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч, ун ҫинчен каласа панӑ чухне, куҫхаршисене ҫилӗллӗн сиккелеттеретчӗ, капитанӑн ӑнӑҫсӑр ӗҫӗсемшӗн итлекенсем те айӑплӑ тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ пулас.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗн ӗҫсем ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ тесе эпир хӑюллӑнах калама пултаратпӑр.Можно смело сказать, что всеми нашими неудачами мы обязаны только ему.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн сочинени ӑнӑҫсӑр пулнишӗн хӗпӗртенӗ курӑнать вӑл.Должно быть, он был рад, что я провалился со своим сочинением.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ пуҫтарӑнса ҫитрӗмӗр, каятпӑр — анчах ярӑнма ӑнӑҫсӑр пуҫласа ятӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗн пӗтӗм ӑнӑҫсӑр ӗҫсемшӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ.Можно смело сказать, что всеми нашими неудачами мы обязаны только ему.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр уйӑх ытла каялла, Гвоздевӑн ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл Оля патне кӑмӑлсӑр ҫыру ҫырса янӑччӗ, — ҫав ҫыру ӑна халӗ пачах та юрӑхсӑр пек туйӑннӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑнӑҫсӑр сикнине пула унӑн урисем ҫав тери туртса ыратрӗҫ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хирти чатӑр айӗнчи кӑнтӑр апачӗ те ӑнӑҫсӑр иртет.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей ӑнӑҫсӑр атакӑланӑ истребитель ҫинче опытлӑ та вичкӗн куҫлӑ летчик ларнӑ-мӗн.На истребителе, который он так неудачно атаковал, сидел опытный и наблюдательный летчик.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Атакӑларӗ, — анчах ӑнӑҫсӑр пулчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950