Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнланми (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай аллине пуртӑ пырса ҫапнине Асмантей туймарӗ те темелле, вӑл йӑлтах халтан кайнӑччӗ, мӗн пулса иртнине ӑнланми те пулнӑччӗ.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн тӑрӑхри шӳт ӑстисем ҫын ӑнланми философсем пек темтепӗр аташмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Эпӗ сана ӑнланми пултӑм, Вася: анне ҫулталӑкра пӗрре ҫӗр ҫухрӑмран килет, эс ӑна кӗтсе те илесшӗн мар.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чиркӳре ним ӑнланми, никам тытса чарайми, никам лӑплантарайми ҫуйхашу, шӑв-шав, тӗрткелешӳ, йӗркесӗрлӗх пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, ним те ӑнланми пултӑм».

Стара я стала да глупа.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старике вуҫех ӑнланми пулчӗ Ухтиван.

Чем больше говорил старик, тем больше не понимал его Ухтиван.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑнланми пултӑм-ши эп хальхи историе, е.., — чарӑнчӗ калама, сӗтел хушшинчен тухса чикаркка ҫавӑрма тытӑпчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗншӗн эпир, ҫынсем, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем, пӗр-пӗрне ӑнланми пултӑмӑр?

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Авель Хоггей кресло ҫинче пӗкӗрӗлсе ларать; чӗр куҫҫисене, чавсисемпе ал тупанне янах айӗпе пӗрлештернӗ, эпир ӑнланми ӗмӗчӗн хӑрушӑ вӑййинче имшеркке ачана сӗлкӗшшӗн сӑнать; Хоггейӗн тигрӑнни пек сивлек куҫӗсенчен хӑравпа тата савӑнӑҫпа пӑхать Роберт.

Авель Хоггей сидел, низко согнувшись, в кресле, соединив колено, локоть и ладонь с подбородком, смотря и тоскуя в ужасной игре нам непостижимой мечты на хилого подростка, который прямо смотрел в его тусклые глаза тигра взглядом испуга и торжества.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Хам ачана хам ӑнланми пултӑм.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Лю Гуй-лань пуҫӗнче пурте пӑтрашса кайрӗ, вӑл нимӗн те ӑнланми пулчӗ.

В голове Лю Гуй-лань настолько все перепуталось, что она ничего не помнила.

XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ Софья Ивановнӑна чылай кайран кӑна тивӗҫлипе хакларӑм, анчах ун чухне те ман пуҫа ак мӗнле ыйту пырса кӗнӗччӗ: юратӑва ытти ҫамрӑксем пек мар, пачах урӑхла ӑнланма тӑрӑшакан Дмитрий, — ҫынсене савакан ӑшӑ кӑмӑллӑ Софья Ивановнӑна яланах курать пулин те, мӗншӗн ӑнланми Любовь Сергеевнӑна тӑруках чунтан юратса пӑрахнӑ-ха?

Только гораздо после я оценил вполне Софью Ивановну, но и тогда мне пришел в голову вопрос: почему Дмитрий, старавшийся понимать любовь совершенно иначе, чем обыкновенно молодые люди, и имевший всегда перед глазами милую, любящую Софью Ивановну, вдруг страстно полюбил непонятную Любовь Сергеевну

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир вӗсен шхунине пирӗн шывра тытса чарнине Колосков ҫирӗплетсе ҫеҫ панӑччӗ, шкипер пуҫне словарь ҫине пӗкрӗ те катер командирне пачах ӑнланми пулчӗ.

Едва Колосков доказал, что шхуна задержана в наших водах, шкипер уткнул нос в словарь и вовсе перестал понимать командира.

I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Малтанхи ҫур сехет хушши вӑл лӑпкӑн ӑнлантарать, унтан вара тарӑхма тытӑнать, вӑл тарӑхма тытӑнсанах, эпӗ пачах ӑнланми пулса ҫитетӗп те пукан ҫинче йывӑҫ каска пек ларатӑп.

Первые полчаса он объясняет спокойно, а потом начинает нервничать, а как только он начинает нервничать, я совсем перестаю соображать и сижу на стуле, как деревянный чурбан.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Атте задачӑна мӗнле шутламалли ҫинчен ӑнлантарса пама тытӑнчӗ, анчах манӑн пуҫра пӗтӗмпех арпашӑнса кайрӗ те, эпӗ пачах нимӗн ӑнланми пулса ҫитрӗм.

Папа принялся объяснять, как нужно сделать задачу, но у меня уже все в голове спуталось, и я совсем ничего не понимал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Шухӑшсем пӑтрашӑнма тытӑнчӗҫ, вӑл нимӗн те ӑнланми пулчӗ, ӑш ҫуннипе ниме те ӗненме пӑрахрӗ.

Мысли путались, он ничего не понимал, мучился и ничему не верил.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Кайран ҫак юлташ хӑйне вӑй парса тӑраканнипе ҫыхӑнса тӑрассине туйми пулать, халӑхсӑр, коллективсӑр, партисӗр, эсӗ калашле, нуль пулса тӑнине ӑнланми пулать.

Потом этот товарищ перестает ощущать связь с источником своей силы, перестает понимать, что он без народа, без коллектива, без партии — ноль без палочки, как ты говоришь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн ҫавӑн пек сӑмахсем ҫук, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене ниепле те пӗлтерме пултараймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, сапаланчӑк та кӗрхи тӗтре пек пӑтранчӑк шухӑшсем, ӑна чӑрмантараҫҫӗ ҫеҫ, вӗсем ӑна нимӗн ӑнланми, нимӗн туйми тӑваҫҫӗ.

У неё нет таких слов, ей не во что одеть свои думы, и, неуловимые, мутные, как осенний туман, они только тяготят её, она тупеет от них.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӑйшӗн паллӑ мар ҫутӑ патнелле туртӑнакан, унран самантлӑха та хӑпма пӗлмен ҫак ӑнланми туйӑмсем ачан пичӗ ҫинче, вӑл пурне те хӑех пӗлесшӗн пулнине палӑртса, тарӑнрах та тарӑнрах йӗрсем хӑвараҫҫӗ.

Эти не оставлявшие ребенка ни на минуту бессознательные порывы к незнакомому ему свету отпечатлевались на его лице все глубже и глубже выражением смутного страдающего усилия.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ун пек меслетсенчен пӗри вӑл, самаях сарӑлнӑ меслет, акӑлчансем калашле: «is quite a favourite», — сановник сасартӑк чи ӑнланмалла сӑмахсене ӑнланми пулать, хӑлхасӑр пек пулать.

Следующий способ, между прочим, в большом употреблении, «is quite a favourite», как говорят англичане: сановник вдруг перестает понимать самые простые слова, глухоту на себя напускает.

XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней