Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫирӗп аталанӑвӑн хальхи хӑвӑртлӑхӗсем, палӑртса хунӑ пысӑк плансем тата хамӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тӑтӑшах пулӑшса пыни пирӗн пурте ӑнассине, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ӗненме шанчӑк кӳреҫҫӗ!
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Эпӗ Спартак хыҫҫӑн кайман, каймастӑп та; унӑн ӗҫӗ ӑнассине ӗненместӗп эпӗ: ӑна хирӗҫ — ҫак хулан телейӗ тӑрать, ку хулана турӑсем юратаҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑйӗн лаши Техасри пӑлан пекех хытӑ кайнӑ пулин те, Кольхаун ӗҫ ӑнассине питех шанман.
LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсене кайса яма май килсен, вӗсем вырӑнтан вӗҫерӗнсе каймасан, пирӗн ӗҫ ӑнассине каясах тӑратӑп эпӗ.Если нам удастся завести их и они не сорвутся, я не теряю надежды на успешный исход дела.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫынсем хӑйсем тахҫанах кӗтнӗ кӑмӑл-шухӑша парӑнма васканӑ, вӗсем, пӗр-пӗрне пӑчӑртаса, пӗр шухӑшлӑ кӗлеткесенчен тем пысӑкӑш купа тунӑ пек пулнӑ; тачӑ тӑнӑ, хулпуҫҫисемпе аяксем ҫывӑххи чӗресене ӑшӑтнӑ, тата ӗҫ ӑнассине шанни те ӑшӑ панӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1