Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чӑнах-и? — тесе ыйтрӗ Мирон, сӗтел умӗнче ларса хӑйӗн ҫур кӗлеткине темӗн пысӑкӑш хаҫат листипе витнӗскер; ыйтсассӑн вӑл куҫӗсене ун ҫинчен илмерӗ, анчах унтан хаҫатне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те кӗтесре ларакан ӑрӑмне: — Эпӗ тӗрӗс каланӑ, — вула! — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Берсенев ҫийӗнчех кил хуҫипе унӑн ӑрӑмне ӑна салтӑнтарса вырӑн ҫине вырттарма хушрӗ, хӑй вара, тухтӑр патне кайса, ӑна илсе килчӗ.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӑмака умӗнче кӑштӑртатакан ӑрӑмне шӑппӑн каларӗ:
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мичо кунта Мартын Задека ӑрӑмне ним тӗшмӗртмесӗр асне илчӗ.Мичо подразумевал пророчество пресловутого Мартына Задеки, которому слепо верил.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
13. Ӑрӑмне мала хунипе ниме те ӗненменскерсем малтанхи ывӑлӗсене пӗтернӗ чухне ку халӑх шӑпах Турӑ ывӑлӗ пулнине ӗненнӗ: 14. пӗтӗм тавралӑх шӑплӑха путсассӑн, каҫӗ, шӑва-шӑва, хӑйӗн варрине ҫитсессӗн 15. тӳперен, патша вырӑнӗнчен, пӗтме пӳрнӗ ҫӗр варрине Санӑн пурне те тума пултаракан сӑмаху хаяр ҫар ҫынни пек аннӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1