Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫӗрех перӗнсе тӑракан йӗс тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗн хӑрах енчи сӗвемне сирсе, хӑрах куҫӗпе килкарта алӑкӗ еннелле пӑхса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унӑн пичӗ ҫинче ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, йӗпеннӗ ҫӳҫӗн пӗр пайӑрки косынка айӗнчен ҫамки ҫинелле шуса аннӑччӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
— Лапракассине ҫитиччен лартса каймӑр-ши? — кӗскен каснӑ «ылтӑн» ҫӳҫӗн пӗр пайӑркине каялла тачӑрах шӑлса вырттарса, яри уҫӑ кӑмӑллӑн чӗвӗлтетсе илчӗ хӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫил унӑн кӑвак ҫӳҫӗн шурӑ пайӑркисене ачашшӑн варкӑштарчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Куҫ умӗнче ӗмӗтленни: Ун сӑн-сӑпачӗ, пӗвӗ, туме, Кӑтра ҫемҫе сар ҫӳҫӗн хумӗ, Ик йӑлтӑр куҫӗ хӗмленни — Чӑнах ҫак илчӗ тыткӑна.
XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Унӑн сарӑ ҫӳҫӗн пӗр ярӑмӗ ҫивиттинчен тухса карттӑ ҫине усӑннӑ, хӗр ӑна та тирпейлемест, пикенсе вуланӑран асӑрхамасть те тейӗн.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫынсӑр урампа лаша утать, ун ҫинче — тертленсех ҫитнӗ ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм, — хитрескер, куҫӗсенче куҫҫуль, ҫарамаслӑхне вӑрӑм ҫӳҫӗн чатӑрӗпе хуплама хӑтланать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Витӗр тикӗт ҫапнӑ ҫӳҫӗн ҫивӗчӗ ҫупа вараланнӑ кӑвак сӑхманӗн ҫухи ҫинче кӑнтратса тӑрать.Просмоленная косичка торчала над воротом его засаленного синего кафтана.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Унӑн амӑшӗ… — Сергей Иванович пӗр самантлӑха чарӑнать те Мила амӑшне аса илет: хулпуҫҫи таран — ултӑ уйӑхлӑха кӑтралатнӑ ҫӳҫӗн тирпейлӗ пайӑркисем, жакетӑн е пиншакӑн (темле калатчӗҫ ҫавна?) нихӑҫан та лӳчӗркенмен ҫухи, илемшӗн ҫеҫ туни, «лацкан» текенни.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Пӗве — ҫинҫе юпа пек, ӳчӗпе ҫӳҫӗн, куҫ хӑрпӑкӗн тӗсӗ — тӗксӗм сарӑ.Фигурка столбиком, и тот оттенок волос, ресниц, кожи, который принято называть ореховым.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах вӑл урӑххине — Алексей Михайловича унӑн пӗчӗкҫӗ кӗлетки, унӑн майӗ ҫинчи шурӑрах ҫӳҫӗн пайӑрки, хыткан хул калаккисем, хӑраса е телейлӗн те хавхаланса тапакан чӗри ун чухне епле кирлӗ пулнине — Лёня пӗлмест.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Шурӑ минтер урлӑ тӗксӗм ҫӳҫӗн пайӑркисем, вилнӗ ҫӗленсем пек, тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.По белой подушке, как мертвые змеи, раскинулись темные пряди волос.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Петьӑн кепки айӗнчен хура ҫӳҫӗн кӑтрашкисем тухса кайнӑ, куҫхаршисем хура та сарлака, хӗрлӗ пит ҫӑмартисем хӗвелпе пиҫсе кайнӑ, янах шӑммисем кӑшт сарлакарах, куҫӗсем шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ, хӑй ҫав тери вӑйлӑ пулни палӑрать.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Вӑл Мускаври паллӑ та пысӑк вӗреннӗ ӑслӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗччӗ, пӗчӗкҫӗ те типшемччӗ, вӑрӑм сарӑ ҫӳҫӗн кӑтра пайӑркисем акӑлчан хӗрӗсенни евӗрлӗччӗ, айккинчен пӑхсан сӑн-пичӗ витер курӑнассӑн туйӑнатчӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тен, пӳрнесем хушшине нимӗҫ ҫӳҫӗн пайӑркисем кӗрсе юлнӑ.Ему казалось, что на пальцах все еще оставались волосы немца.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсӗ пирӗнпе икӗ кунпа икӗ ҫӗр вӑрларӑн, ҫавна хӗрхенместӗн-и?! — ҫаплах чарӑнмарӗ Тынэт; унӑн хура ҫӳҫӗн пайӑрки пӗрмай ҫилӗллӗ куҫӗсене хуплать.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӗске кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗн пайӑрки вирелле тӑрать, сӑмси тӑрринче пӑч-пӑч шатраллӑ.Непослушный вихор коротко подстриженных белесых волос и несколько конопушек на кончике носа.
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Воронцов сарӑхнӑ сӑн-питлӗ, вӑл тинкерсе пӑхать, тӑлӑппа янахӗ таранах витӗннӗ, сайра ҫӳҫӗн хӗрлӗ ункисем хупӑрланӑ сарлака кукши ҫутӑлса выртать, путса кӗнӗ тарӑн кӑвак куҫӗсем час-часах Черныш ҫине тинкереҫҫӗ, унӑн курсантла кастарнӑ тӑраткаланса тӑракан хура ҫӳҫӗ ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳҫӗн тӗсӗ кайрӗ, хӗвел ҫинче ылтӑн пек ялтӑртатать.
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫывӑракан Ваҫҫукӑн ҫамки ҫинчи хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркисене ҫил вӗҫтерет, Мазинӑн лӑпкӑ та тулли пит-куҫне питҫӑмартисене, тути-ҫӑварне уҫӑ сывлӑш сӗртӗнсе кӑтӑклать, аялти полка ҫинче сарӑлса выртакан Петя Русаковӑн вӑрӑм куҫхаршине хумхатать, амӑшӗ ҫинчен шухӑшласа выртнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ Сашӑн кӑмӑллӑ питне ачашлать, Одинцовӑн сарӑ ҫӳҫне тӑрмалать, Малютинӑн шурӑхса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса илет, унтан ҫав ҫил, чарӑна пӗлмесӗр, куршӗри куппесене пырса кӗрет, Лида Зоринӑн ҫивӗтрен тухса кайнӑ ҫӳҫӗн пайӑркисене пӑтраштарать, Синицынӑн ыйхӑпа хӗрелсе кайнӑ пичӗ тӑрӑх юхать, аллисене пуҫ айне хурса выртнӑ Валя Степановӑн пӗчӗкҫӗ питне пырса перӗнет…
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
- 1
- 2