Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫрен (тĕпĕ: ҫӳҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн атте калатчӗ: «Хӗрарӑма ӑна эрнере пӗрре ҫӳҫрен лӑскамаллах, — тетчӗ. — Унсӑрӑн вӗсен ӗнси хыҫне шуйттансем йӑва ҫавӑраҫҫӗ», — тетчӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, икӗ хӗрарӑм, тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑнаканскерсем, пӗр-пӗрне ҫӳҫрен ярса та илчӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳҫрен ҫӑлса лӑскас килет те вӗсене!

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳҫне ҫипрен е суя ҫӳҫрен, е качака ҫӑмӗнчен тӑватпӑр.

Волосы делаем из ниток, или из фальшивых волос, или из козьей шерсти.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Училищӗре ӗнтӗ ҫак хаяр хӗрарӑм темиҫе хутчен студенткӑсемпе харкашса илчӗ, вӗсене ҫӳҫрен тытса сӗтӗрменни ҫеҫ юлчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫтаппан ҫӳҫрен ҫакӑннӑ усламҫа пилӗкӗнчен тытса пӗтӗм вӑйӗпе хӑй умнелле туртса илчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сак самантра унӑн мӑшӑрне ҫӳҫрен явса илсе картиш тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси килчӗ, анчах Тарье маларах ӗлкӗрчӗ — аллинчи чӑпӑрккипе Сахара пӗррех пуҫӗ урлӑ туртса ҫапрӗ те, лешӗ питне чӑмӑртаса тытрӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑшкӑл сӑмахӗсем каласа-ятласа, ҫӳҫрен лӑскаса кӑларса янӑ вӑл Хрестука.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗркун Хрестука ҫӳҫрен лӑскарӗ, тем-тем усал сӑмахсем каласа намӑслантарчӗ.

Помоги переводом

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусан пирӗштийӗ хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ пӳрнисемпе ӑна юратса, ачаш-шӑн ҫӳҫрен лӑскать.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чышать, атӑ пуҫӗпе тапать, ҫӳҫрен ярса илсе лӑскать, ҫӗре ҫапа-ҫапа ӳкерет.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешсем ҫаплах пӗр-пӗрне ҫӳҫрен ҫӑлаҫҫӗ, питрен, алӑран чӑрмалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васса Спанюка пуҫӗнчен ярса илчӗ, тутрине ҫӑлса антарчӗ… икӗ хӗрарӑм пӗр-пӗрне ҫӳҫрен туртса ҫыхланса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Укка кӑшкӑрнине илтнӗ те вӗсем пӑлтӑра тухса Микулая ҫӳҫрен ярса илнӗ.

Услышав непонятную возню и крики Укки, кто-то вышел в сени и схватил Мигулая за волосы.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачине макӑртсанах вӑл мана ҫӳҫрен туртать».

Как заплачет маленький, она враз меня таскать за волосы…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӳссе ҫитрӗм, аттене: Пӗр ҫул кӗт-ха терӗм те, Атте вӑрҫса пӗтерчӗ, Анне ҫӳҫрен сӗтӗрчӗ.

Помоги переводом

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Эй, аннеҫӗм, аннеҫӗм, Мана ҫӳҫрен ан сӗтӗр, Мана апла вӗрентсе, Манран ырӑ ан кӗтӗр.

Помоги переводом

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Карчӑк вӗҫсе тухрӗ те Ҫӳҫрен яврӗ Нарспине.

Помоги переводом

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫамрӑк патшана уйрӑммӑнах ҫакӑ кӑмӑла каймасть: боярсем пӗр-пӗрне ҫӳҫрен ярса илес пек тавлашаҫҫӗ-тавлашаҫҫӗ те Ивана курсан тӳрех йӑпӑлтатма тапратаҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней