Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑвашсем ҫапла, ҫӳҫ пӗр тикӗс юлтӑр, ҫӳҫ илемӗ пултӑр тесе пуҫ ҫине чӳлмек хурса ҫӳҫ касаҫҫӗ, куна вӗсем чылай ҫул каялла вырӑссенчен вӗреннӗ, тет.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫывӑракан Ваҫҫукӑн ҫамки ҫинчи хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркисене ҫил вӗҫтерет, Мазинӑн лӑпкӑ та тулли пит-куҫне питҫӑмартисене, тути-ҫӑварне уҫӑ сывлӑш сӗртӗнсе кӑтӑклать, аялти полка ҫинче сарӑлса выртакан Петя Русаковӑн вӑрӑм куҫхаршине хумхатать, амӑшӗ ҫинчен шухӑшласа выртнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ Сашӑн кӑмӑллӑ питне ачашлать, Одинцовӑн сарӑ ҫӳҫне тӑрмалать, Малютинӑн шурӑхса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса илет, унтан ҫав ҫил, чарӑна пӗлмесӗр, куршӗри куппесене пырса кӗрет, Лида Зоринӑн ҫивӗтрен тухса кайнӑ ҫӳҫӗн пайӑркисене пӑтраштарать, Синицынӑн ыйхӑпа хӗрелсе кайнӑ пичӗ тӑрӑх юхать, аллисене пуҫ айне хурса выртнӑ Валя Степановӑн пӗчӗкҫӗ питне пырса перӗнет…
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫӳҫе икӗ пая уйӑракан ҫинҫе йӗр тураса якатнӑ ҫӳҫ хушшипе пӗчӗк юханшыв пек чупать; ҫӳҫрен темле ачашлӑх шӑрши, ача чухнехине аса илтерекен уйрӑм шӑршӑ кӗрет.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хытӑ кӑтра ҫӳҫӗ сапаланса кайнӑ, ҫӳҫ пӗрчисем пуҫ тӳпинче пӑшатан пек кӑнтса тӑраҫҫӗ — Ефросиньйӑн пек ҫӳлелле кӑнтса тӑракан ҫӳҫе сахал тӗл пулма пулать.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн «уйрӑмах палӑрса тӑракан таланчӗпе» усӑ курса, ӳкерчӗк ҫинчи Хӑвалӑх ҫыннин шурӑ кӗпине темӗн тӗрлӗ фантазиллӗ тӗрӗсемпе илемлетсе пӗтернӗ, арпашса, ҫыпҫӑнса пӗтнӗ вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫумне така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне те ҫӳҫ туса ӳкерсе кайнӑ, юлашкинчен, сасартӑк ытла та васкавлӑн килсе тухнӑ ҫӗкленӳпе хавхаланса, ҫак тӗлӗнмелле ҫӳҫе кантрапа е хӑюпа ҫыхнӑ пек тунӑ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫӳҫ касакан вӑрахчен парӑнман ҫӳҫпе тертленчӗ, ҫапах та шывпа тура-тура ҫӗнтерчӗ, Павел ҫӳҫӗ халь чиперех выртать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
26. Ҫӳҫне кастарсан, — ӑна вӑл кашни ҫулах кастарнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫӳҫӗ кансӗрленӗ ӑна, — унӑн пуҫӗнчи ҫӳҫ патша виҫипе икҫӗр сикль тайнӑ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн пуҫӗнче е янахӗ ҫинче кӗсен пулсассӑн, 30. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ те, кӗсенӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ун ҫинчи ҫӳҫӗ сарӑхса ҫинҫелнӗ пулсассӑн, священник ҫав ҫынсене таса мар тейӗ: ку — кӗсен чирӗ, ку — пуҫри е янах ҫинчи тилҫе чирӗ; 31. священник кӗсен суранне пӑхсассӑн, кӗсенӗ тир айне кайман, ун ҫинчи ҫӳҫӗ те хура мар пулсассӑн, священник ҫав кӗсенлӗ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 32. ҫиччӗмӗш кунне священник сурана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсенӗ сарӑлмасть пулсассӑн, ун ҫинче сарӑхнӑ ҫӳҫ те ҫук пулсассӑн, кӗсен тир айне кайман пулсассӑн, 33. чирлӗ ҫыннӑн ҫӳҫне-сухалне касса ямалла, анчах кӗсенлӗ вырӑна касас пулмасть, вара священникӑн кӗсенлӗ ҫынна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса лартмалла; 34. ҫиччӗмӗш кунне священник кӗсен чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те кӗсен ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, тир айне те кайман пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса тейӗ: ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та, вӑл таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Те мунчара тӑкӑскӑ, хытӑ шыв пулчӗ — ҫӳҫ те уҫӑлмасть, тата ҫӳҫ тунисем ыратаҫҫӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Эльвира, чӗтрекенскер, хуравлас вырӑнне тӳрленсе ларчӗ, куҫне уҫмасӑрах, ҫивӗтрен тухса пит ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине шӑлӗпе ҫыртрӗ те, ҫӳҫ пӗрчисем ҫатӑртатса татӑлчӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эльвира кӗпе ҫума тунӑ кӗпер ҫине алли-урине майлашнӑ та тутине хӗстернӗ ҫӳҫ йӗппи вӗҫӗнче хӗвел хӗмне фокусник пек вылятса, каҫӑрларах ларса, ҫӳҫ турать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Тахӑш енчен пӑхса, Павӑл пуҫӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ пӗрчи асӑрхать те вӑл, алри ӗҫе пӑрахса, ывӑлӗ ҫумне пырса тӑрать, типӗ турат пек авӑнман пӳрнисемпе унӑн ҫӑра ҫӳҫне сӗртӗнет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Темиҫе ҫӳҫ пӗрчи — йӗпкӗн хура ҫӳҫ пӗрчи хитре ҫамки ҫине ӳкнӗ.
Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл тутине тӑснӑ, ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисене каялла шӑла-шӑла вырттарать, анчах ҫӳҫӗ ун аллине итлесшӗн мар, майланса выртмасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Арҫын — пӗр ҫирӗм пиллӗксенче, йӑм-хура ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ, чӗрӗп шӑрчӗ пекех ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑракан ҫӳҫ пӗрчисем хӗвел ҫинче ытла та хӗлхемлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ҫӳҫне вӑл кӗскен, арҫын ачасем пек кастарнӑ, ҫамки ҫине ылтӑн тӗслӗрех ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ.Коротко, по-мальчишески подстриженную, с золотистой челкой на лбу.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑш-пӗр ҫынсем ухмах ҫӳҫ пӗрчисем ӑслӑ пуҫа пӑрахса тараҫҫӗ, текелесе шӳтлеҫҫӗ, эпӗ: ӑслӑ ҫӳҫ пӗрчисем ухмах пуҫран тараҫҫӗ, тетӗп.
Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.
Хура ҫӳҫне шӑпах варринчен уҫса якатнӑ, вӑрӑм ҫӳҫ тунисене кӗрен лентӑпа ҫыхнӑ.Черные волосы были причесаны прямо посередине, длинные волосы были перевязаны розовой лентой.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Шараҫ пиҫиххи ҫинче ҫакӑнса ҫӳрекен ансӑр йывӑҫ турапа шурӑ сухалӗпе ҫӳҫне тураса илет, кӑвак куҫне хӗскелесе, тура ҫине пӑхать. ҫӳҫ пӗрчисем пулсан, вӗсене вӗрсе вӗҫтерсе ярать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ваҫҫа, Укҫине умне пырса, ӑна питӗнчен чышрӗ, ҫӳҫӗнчен ҫӑлса илчӗ, тӑпӑлнӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӗре пӑрахрӗ, вӗсем ункӑланса ҫул айккинелле вӗл вӗҫсе ӳкрӗҫ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.