Поиск
Шырав ĕçĕ:
…Ҫапла, ҫыру ҫӳретсе паллашнӑранпа ҫич-сакӑр ҫул иртсен тин пирӗн хушӑмӑрти туслӑх ҫирӗпленсе ҫитрӗ.
Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫакна килӗшрӗҫ, ҫӳретсе те пӑхрӗҫ, алӑ хума маннӑ.На счет нее договорились, поводили ее, но положить руку забыли.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Улюкпа вӗсем ҫыру ҫӳретсе паллашнӑ иккен те мӑшӑрлӑ пулса тӑнӑ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
— Каятпӑр Сарайчика, утсене ҫӳретсе килетпӗр.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн, Алексей Федорович, Нухайпа, Юсуф ывӑлӗсемпе ҫыру ҫӳретсе пӑхас пулать.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чылайччен тӗрӗслерӗ вӑл лашисен юрттине, вӗсене хӑй те ҫӳретсе пӑхрӗ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай алӑка тачӑрах хупсан Ятламас сӗркӗчне майӗпентерех ҫӳретсе хӑйӗн кӑмӑллӑ сассипе ҫыпӑҫуллӑн пуҫласа ячӗ:
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрса тек чӗнмерӗ, ута утланчӗ те пасар йӗри-тавра ҫӳретсе ҫаврӑнчӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лаша хуҫи кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсене хӑйӗн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ темле инкек ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ, Нухрат ӑна итлесе пӗтереймерӗ, утне ҫӳретсе пӑхма ыйтрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗри ҫӳретсе пӑхас тесе утланса кайрӗ, иккӗшӗ, ҫӗр ҫӑтманӗсем, укҫа илсе килетпӗр тесе айккинелле пӑрӑнчӗҫ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай ӑна-кӑна тавҫӑрмасть-ха, вӑл пахчара ҫӗрӗн-кунӗн юпах тихапа йӑпанать: ҫӑвать вӑл янавара, шӑварать, ҫӳретсе пӑхать, карта урлӑ сикме вӗрентет.
10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ну-у, — тӗлӗннӗ пек пулчӗ хуҫа, — ҫакӑн пек чипер дамӑна ҫул ҫӳретсе нушалантарасшӑн-и эс, Дмитрий Николайч!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ехусене кӗтӳре ҫӳретсе тӑрантарнӑ чухне вӗсене сыхлама тарҫӑ (кӗтӳҫӗ) яраҫҫӗ.Поэтому, когда еху кормят в поле, то к ним обыкновенно приставляют слугу.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӑстаҫӑ сулахайри хӗрринчи хура ҫиппине тытать те хури урлӑ, хури айӗпе, хӗрли урлӑ, хӗрли айӗпе, хӗрли урлӑ ҫӳретсе варрине ҫитерет те ӑна сылтӑмри ушкӑнпа пӗрлештерет; сылтӑм енчи хӗрринчи хура ҫиппине хури ҫийӗпе, хури айӗпе, хӗрли ҫийӗпе, хӗрли айӗпе, хӗрли ҫийӗпе ҫӳретсе варрине ҫитерет те сулахайри ушкӑнпа пӗрлештерет.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Кумасса ӑста хурапа шурӑ ҫипсем ҫӳретсе кумнӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Авалтан пыракан йӑлапа вӗсем лашана ҫӳретсе пӑхма тухса кайнӑ.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
— Вася, айта, машинӑна ҫӳретсе пӑхар!
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах пиччепе ҫыру ҫӳретсе калаҫса татӑлнӑ: вӑл темиҫе кунлӑха Мускава килет, унтан хайхи киле пӗрле каятпӑр.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ирсенче комбайна ҫӳретсе пӑхма вӗсем пӗрле тухрӗҫ, вара мостик ҫинче, кӗрленипе шавланине хӑнӑхса, хавхаланса калаҫрӗҫ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ашшӗ ӑна, халичченхи пекех, ӗҫпе ҫӳретсе хӑшкӑлтарать, арӑмӗ ӑна ухмах… тата литератор, тесе шутлать.Отец им помыкает по-прежнему, а жена считает его дурачком… и литератором.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
- 1
- 2