Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайса курса ҫӳрерӗр пулӗ, ыран уҫӑлакан тапӑ чӑннипех те питӗ чаплӑ пулать.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑҫта сулланса ҫӳрерӗр эсир?
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шкула каймарӑр, нимӗн те вӗренмерӗр, вӑрман тӑрӑх кӑна чупса ҫӳрерӗр, ҫитменнине тата ыттисене ӗҫлеме кансӗрлерӗр, луччӑ, шкула кайӑр-ха хӑвӑртрах.В школу не пошли, ничего не выучили, бегаете по роще да еще мешаете другим дело делать.
Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.
— Миша, — сӑмах хушрӗ ӑна Нина ӗҫӗсене вӗҫлесен, — ӑҫта ҫӳрерӗр вара ҫак таранччен?
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Эсир чӗркуҫҫи ҫинче шуса ҫӳрерӗр, эсир чунӑра хуҫрӑр, эсир выҫӑ вилесрен хӑрарӑр.Вы ползали на коленях, вы малодушничали, вы боялись умереть с голоду…
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Ӑҫта ҫӳрерӗр ҫак эсир, курманни нумай пулать?
III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
— Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрерӗр? — кӑшкӑрчӗ Митя, кая юлнӑ отряда хирӗҫ кайса.— Где проплутали? — крикнул Митя, идя навстречу задержавшемуся отряду.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Мӗншӗн ҫав тери нумай ҫӳрерӗр?
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Ӑҫта ҫухалса ҫӳрерӗр?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ӗнер сунарта мӗнле ҫӳрерӗр? — тесе ыйтрӗ сотник ашшӗнчен, ҫинҫе урисемпе пӗчӗк кавир ҫине пусса.— Как ваша вчерашняя охота? — спросил сын у старика и опустил на коврик узкие ступни.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Мӗн тӑвас тен, пӗрчӗсем, эсир ҫут тӗнчере нумай аташса, сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗр.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑйӑсем иртсе кайрӗҫ; эпӗ юратупа чирлерӗм, хӗрӳллӗ туйӑмсен паллисене сиссе илтӗм; эсир шухӑша кайса ҫӳрерӗр, кӑмӑла хытартӑр, пушӑ вӑхӑтсенче манпа пӗрле пултӑр; сирӗн нервӑсем пӑлханма пуҫларӗҫ; эсир пӑлханма пикентӗр, ун чухне вара, урӑхла каласан, халӗ ҫеҫ, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те, малалла каясран чарасси тата ку мӗн пулнине каласси манӑн тивӗҫлӗх пулнине туйса илтӗм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
43. Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли пуҫҫапма тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр: Эпӗ сире Вавилон леш енне каҫарса ярӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир Молох чатӑрӗпе Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне, хӑвӑр валли тунӑ йӗрӗхӗрсене йӑтса ҫӳрерӗр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир ҫу ҫисе пурӑнтӑр, шурӑ ҫӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳрерӗр, самӑрлатнӑ сурӑхсем пусрӑр, анчах кӗтӗве кӗтмерӗр.3. Вы ели тук и волною одевались, откормленных овец заколали, а стада не пасли.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пиччӗшӗ Саула тата унӑн тарҫине каланӑ: эсир ӑҫта кайса ҫӳрерӗр? тенӗ.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1