Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗскен каласан — эпӗ темле йывӑр тӗтре ӑшӗнче ишсе ҫӳрерӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Манӑн мастерская каяс килмерӗ, ҫынсене курма та тӳр килмерӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хам ҫинче пӗр купа юр ҫӗклесе Тутар слободин урамӗсем тӑрӑх тул ҫутӑличченех, юр куписем хушшипе хула ҫыннисен кӗлеткисем чӑмса ҫӳреме пуҫличченех ҫапкаланса ҫӳрерӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тата эпӗ аташса та нумай ҫӳрерӗм…
ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Темиҫе сехет хушши эпӗ пӑшалпа уйхир тӑрӑх ҫӳрерӗм, тен, чарӑна пӗлмен хӗрхенӳсӗр ҫӑвакан ҫав тери вӗтӗ те сивӗ ҫумӑр мӗн иртенпех ман ҫумма, ватӑ хӗртен те йӗрӗнчӗклӗрех ҫыпҫӑнман пулсан, вӑл мана вара юлашкинчен ӑҫта та пулин ҫывӑхра вӑхӑтлӑха та пулсан хӳтӗлӗх шырама хӗтӗртмен пулсан, тен, эпӗ хама кӗтсе тӑракан кӗрсе выртмалли ҫурта, Курск хулине каякан ҫул хӗрринче лараканскере, каҫ пуличчен тавӑрӑнман та пулӑттӑм.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Эпӗ, калле-малле уткаласа ҫӳрерӗм те, татах урапа патне пырса тӑтӑм.Я походил немного взад и вперед и опять остановился перед колесом.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Пӗрре ҫакӑн пек кун эпӗ Тула кӗпӗрнин Черн уездӗнче ӑсансем тытасшӑн ҫӳрерӗм.В такой точно день охотился я однажды за тетеревами в Чернском уезде, Тульской губернии.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ун патӗнче вара эпӗ кучерта ҫӳрерӗм… анчах хулара мар — унта унӑн урӑххисем пулнӑ, кунта, ялта.У него-то вот я кучером и ездил… да не в городе — там у него другие были, а в деревне.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
— Эпӗ тинӗссем тӑрӑх вӑтӑр ҫул хушши ишсе ҫӳрерӗм, — терӗ вӑл.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хӳмен тинӗсрен чи инҫетри те хыҫалти кӗтессине куричченех вӑрман тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗм.Я брел по опушке леса, пока не увидел перед собой задний, самый дальний от моря, край частокола.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ малтан Инглэндпа, унтан Флинтпа ҫӳрерӗм.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эпӗ сана шыраса ҫӳрерӗм.
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Эпӗ шӑпах сана ак ҫак хут татӑкне кӑтартасчӗ тесе шыраса ҫӳрерӗм.— А я как раз разыскивал тебя, чтобы показать вот эту бумажку.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Ҫӳрерӗм… пӗри пӑрахут ҫинче пулчӗ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку мӗне пӗлтерет? — «Ҫӳрерӗм, ҫӳрерӗм эп унпа, хулара кӗмен кил юлмарӗ пуль — тарҫӑ ӗҫне парасшӑнччӗ, анчах никам та илмест…Что такое?» — «Да водил, говорит, водил ее по городу, в прислуги хотел отдать — не берет никто…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Атӑл тӑрӑх ҫӳрерӗм.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла эпӗ нумайччен утса ҫӳрерӗм те киле витӗр шӑнса таврӑнтӑм.
Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Унтан ыйтма именсе, чылай вӑхӑт хушши хапха умӗнче калла-малла утса ҫӳрерӗм.
1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫак картина мана ҫав териех килӗшрӗ, эпӗ темиҫе кун хушши унпа аташса ҫӳрерӗм.Картина мне до того понравилась, что я несколько дней просто бредил ею.
6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Каҫ енне ывӑнса, выҫса ҫитрӗм, хам ҫапах та хӗпӗртетӗп-ха: кунӗпех лаша утланса ҫӳрерӗм, ҫитменнине укҫа та ытларах ӗҫлесе илетӗп пулӗ, ку хутӗнче вӑл мана хушса парӗ-ха, тесе шутлатӑп.
4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ пуҫа каҫӑртса, ачасем ҫине кӑшкӑркаласа ҫӳрерӗм, хам ҫав вӑхӑтрах каска ҫинчи кукшапуҫсем ҫумне хирти хӗрлӗ мӑкӑнь е тюльпан чечекне хушсан авантарах пуласси ҫинчен шухӑшларӑм.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.