Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыв ӑсса таврӑннӑ Кӗтерук килӗнче пӗр хушӑ самай мӑкӑртатса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Нумайччен ҫӳрерӗ ҫуртра Хӗрлӗ Тутӑр.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ывӑлӑм, Ҫывӑр, савнӑ ылтӑнӑм, Аҫу ҫӑкпа ҫӳрерӗ, Тӗнче ӗҫне ӗҫлерӗ, Ҫӑварӗнчи татӑкне, Ҫӳренккене ҫитерчӗ…

Помоги переводом

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх, ҫӳрерӗ тет вара ҫав «герой», засыпушкӑра пурӑнакан хуҫине те паллами пулса, килӗ тӗлне те манса, хула урамӗсем тӑрӑх пуклак сӑмсине пӗлӗтелле ывӑткаласа, тайкаланкаласа, нӑрхлаткаласа.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ял ҫине ят ямасӑр Полина юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе килте те, шкулта та кӳнтем пулчӗ, ҫын ҫинче те, хӑйне хӑй тӑптӑм, серӗплӗ, виҫеллӗн тытса, сӑпай картинчен кӑлармарӗ, хӑтсӑр пуҫтахсенчен, усал шухӑш-ӗмӗтлӗ, каҫсерен ют пахчасенче панулми ҫаратакан, ватка е мулкач пӑхне авраса каппайлӑн пирус мӑкӑрлантарса ҫӳрекен, эрех черкки тӑррине те татса пама ӗлкӗрнӗ ачасен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ пӗлместӗн-ха ӑна, Симӑна пурпӗрех хамӑра май ҫавӑратӑпах, цех ӗҫне хӑнӑхма пулӑшатпӑрах тесе пӗтӗм ҫын умӗнче мухтанса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Миколӑпа ҫӳрерӗ вӑл ҫав каҫ, анчах кӑн-кӑвак куҫсем хӗр умӗнчен пурпӗрех кайма пӗлмерӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Савӑнса кайнӑ Маюк аппа хӑй чирлине пӑхмасӑр кӑштӑртатса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Иван пӗр-пӗр аслӑ шкула кӗресшӗн ҫӳрерӗ, анчах темшӗн кӗреймерӗ вӑл унта.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович рабочисем хушшинчех ҫӳрерӗ, пӗлменнисене кӑтартса, вӗрентсе пычӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтан ӗҫрен хӑвӑртрах тухса тарасшӑн ҫуннӑ Лида юлашки кунсенче темӗнле салху ҫӳрерӗ, юлташӗсемпе те питех калаҫмарӗ, пушӑ вӑхӑтне ытларах кӗнекесемпе ирттерчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак хушӑра ун патне мӑнукӗ кашни кун ҫӳрерӗ, ялти хӗрӗпе ывӑлӗ те, кинӗпе кӗрӳшӗ те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Нумайччен ҫӳрерӗ Трахвин Якурӗ хула урамӗсем тӑрӑх, пур ҫӗре те ҫитсе курма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Шкулта вӗреннӗ чухне те тӗрӗ кружокне ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Петрович хӗрсем хушшинче вӗткеленсе кӑна ҫӳрерӗ, чӗпӗсен сывлӑхне тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑҫал вара Арҫук саплӑклӑ тумтирпех ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Икӗ-виҫӗ кун ҫӗтсе пурӑннӑ хыҫҫӑн праҫниксенче тӑхӑнма ҫӗлетнӗ костюмне тӑхӑннӑ Хородничану шкула пырса кӗчӗ те пӑлханчӑклӑн каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

Появившись в школе после двух-трех дней отсутствия, Хородничану в парадном костюме взволнованно шагал по залу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, унтан сухалне аллипе тытса, тӗкӗр умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Хородничану походил взад-вперед по комнате, потом, собрав бороду в горсть, остановился перед зеркалом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ромышкану Урсэкиене, пӗр капсюль те тупаймастӑн тенӗ пек, хаваслансах пӗр станок патӗнчен теприн патне ертсе ҫӳрерӗ.

Ромышкану торжественно водил Урсэкие от станка к станку: ни одного, мол, капсюля!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней