Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ «темтепӗр курса ҫӳренин» виҫҫӗмӗш серийӗ февралӗн 27-мӗшӗнче пулчӗ.
Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.
Кайса ҫӳренин усси пулмарӗ те-ха, ҫапах ывӑлӗ уҫӑлмаллипех уҫӑлчӗ унӑн.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӑкаҫей тыррине акма, уя ҫӗрулми лартма ялсем тӑрӑх ӳкӗтлесе ҫӳренин усси ҫукпа пӗр: куҫ умӗнче ҫеҫ хресченсем пире итленӗ пек тӑваҫҫӗ…
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах сунара ҫӳренин телейӗ иккӗллӗ-ҫке: ӗҫ ӑннӑ чухне арҫынсем хӗл каҫиччен темӗн чухлӗ тир хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫ ӑнман чухне упа ытамне е выҫӑ кашкӑр ҫӑварне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗҫӗн йывӑртан та йывӑр пайӗ — пуҫламӑш чӑнкӑ шахтӑна чавса тухасси, — куҫса ҫӳренин шавӗ, ӗҫ хатӗрӗсен сасси иртсе пыракана ӑнсӑртран илтӗнме пултараҫҫӗ, ҫапла вара — вӑл хӳме урлӑ пӑхас тӑк такамсем пусӑ чавнине тӗсейӗччӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Футроз килӗнчи савӑнӑҫлӑ каҫ ӑна таҫтан шалтан туклатса аса илтерет-ха, анчах ҫав туйӑм кӗҫех ҫухалчӗ; ашшӗ таврӑнни сутӑнчӑкла ытла та хытӑ пырса ҫапрӗ, шыва чышса ӳкернӗскер ҫакнашкал лару-тӑрура ҫыран хӗрринче уҫӑлса ҫӳренин савӑнӑҫӗ пирки мар, ҫӑлӑнӑҫ пирки кӑна шухӑшлать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑрманта уҫӑлса ҫӳренин ӳкерчӗкӗ акӑ мӗнле: малта хура ҫӳҫлӗ, ҫӳллех мар хӗр утать — кӑштах кахалрах, пӳрне хушшипе кулнине аса илтерекен, хитре сӑнлӑ; ун хыҫӗнче, хул пуҫҫисене кӑнттаммӑн пӑркаласа, куҫ харшисене пӗрсе, ҫула питӗ тӗплӗн сӑнаса тата мӗн пур чӑрмав пирки тимлӗн асӑрхаттарса ҫӳллӗ йӗкӗт пырать.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Унӑн тавҫӑруллӑ ӑс-пуҫӗ, маннинчен кӑшт кӑна ытларах ҫитӗннӗ пулин те, пещерӑсем патне кайса ҫӗр хута ҫӳренин ырлӑхне пӗлме пултараймасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эсӗ тахҫанччен ҫухалса ҫӳренин сӑлтавне аҫу тавҫӑрса та илнӗ ӗнтӗ.Твой отец сумел уже догадаться о причинах длительного отсутствия.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пур ҫӗрте те ҫапӑҫусен йӗрӗсемпе ҫынсем куҫса ҫӳренин йӗрӗсем курӑннӑ: ҫунтарса янӑ курӑк, ҫурса чӗрпӗклентернӗ йывӑҫсем, окопсем, снаряд чакалтанӑ лупашкасем, кӗл, кӑвайтсен хура йӗрӗсем…
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Пролив ҫинчи ҫул катаранах курӑнса выртать — пӗр вӗҫӗмсӗр ҫутӑ тӗттӗме сирсе, сула ҫутатса тӑрать; ҫул ҫинче ҫӗрле те пӗр чарӑнмасӑр ҫӳренин шавӗ илтӗнет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ку ҫырана хӑҫан та пулсан ҫын килсе ҫӳренин нимле палли те ҫук.Не было никаких признаков того, что этот берег когда-либо посещал человек.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак чечеклӗ хирте пӗр сукмак та ҫук, хытхура хушшинче этем ури йӗрри те, тискер кайӑк ҫӳренин йӗрри те курӑнмасть, унтан нимӗнле сасӑ та илтӗнмест.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Хӗрсе пынӑҫемӗн Огарнова хӑвӑрт, хаяррӑн та чӑрсӑррӑн каласа пама тытӑнчӗ, ҫынсене мӗн ҫавӑн пек пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса ҫӳренин тата мӗншӗн вӗсем ют ҫӗрте пӗр-пӗринпе пӗрлешнин сӑлтавӗсем Воропаевшӑн тӳрех уҫӑмлӑ та ӑнланмалларах пулса тӑчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Троцкийӗн «большевизмӗ» ҫинчен ватӑ большевиксем калатчӑр, Троцкий большевиксене хирӗҫ кӗрешнин историне, вӑл пӗр лагерьтен тепӗр лагере куҫса ҫӳренин историне ҫамрӑксене пӗлтермеллех.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кун хыҫӗнчен Джон Мангльс хӑй ишсе ҫӳренин историне тӗплӗн каласа пачӗ.После этого Джон Мангльс рассказал подробно историю своего плавания.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Итлӗр-ха, — терӗ хӗрарӑм, сӑн-питне самаях ҫемҫетс, — ун ҫийӗнче халь платье; эпӗ, тӳррипе каласан, яланах тӑхӑнса ҫӳрекен платье мар, урӑх платье тӑхӑннӑ пек туса ӳкерттересшӗн, тата вӑл ешӗл тӗмсен сулхӑнӗнче лартӑр, умра уй-хир курӑнтӑр, инҫетрех кӗтӳ ҫӳретӗр е пӗчӗк вӑрман пултӑр… вӑл балсене е йӑлана кӗрсе ҫитнӗ вечерсене ҫӳренин палли ан пултӑр.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫапла уҫӑлса ҫӳренин симӗ часах уссине кӳчӗ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Карап тинӗсре куҫса ҫӳренин математика формулипе эпӗ 30 ҫул интересленетӗп ӗнтӗ. Ҫак ыйтупа пичетленнӗ мӗнпур статьясене вуласа тухрӑм. Ку тарана ҫитиччен ҫак ыйтӑва Крылов статйинчи пек тӗплӗн уҫса панине курманччӗ-ха», — тенӗ обществӑн вице-президенчӗ В.Уайт.
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
- 1
- 2