Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремӗпӗр (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире кӗтсех пурӑн, эпир ытла нумай ҫӳремӗпӗр, — терӗ вӑл аслашшӗпе темӗнччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах май, пасарта эпир пӗрле ҫӳремӗпӗр, ҫапах пӗр-пӗрне куҫран вӗҫертер мар.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ырантан пуҫласа эпир сӑртсем хушшинче аташса ҫӳремӗпӗр, — ҫилленсе каларӗ Уча.

С завтрашнего дня перестаем болтаться по горам, — сердито ответил Уча.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпир халӗ нихҫан та пӗрле ҫӳремӗпӗр.

Мы теперь не будем ходить вместе.

Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ун пек ҫынна урӑх пуҫҫапса та йӑлӑнса ҫӳремӗпӗр, ыльӑм.

К таким, как он, на поклон не ходит.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗн тӑвас ӗнтӗ, — терӗ профессор, — пӑшалсем ҫук пулсан, сунара ҫӳремӗпӗр.

— Что же! — воскликнул профессор, — раз нет ружей, придется отказаться от охоты.

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ыран ирпе Петруҫпа калаҫатпӑр та Яхруҫа качча илме килӗшсен суд тӑрӑхах ҫӳремӗпӗр — тет.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ун пек ҫынсене ал ҫинче ҫӗклесе ҫӳремӗпӗр, пӑсӑрлантарӑпӑр пӗрре, нихҫан та ун пек ан хӑтланччӑр!

Нянчиться с такими людьми не будем — дадим по рукам, чтобы неповадно было!

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ну, ара, хӑтланса пӑхни — ҫуклӑха тухни мар-ҫке, халӗ ӗнтӗ текех хӳресене пӑркаласа ҫӳремӗпӗр

Ну, да ить от спыток — не убыток, теперича будем ходить без вилюжечков…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

11. Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ: 12. вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле, 13. ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла; 14. вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр.

11. И Он поставил одних Апостолами, других пророками, иных Евангелистами, иных пастырями и учителями, 12. к совершению святых, на дело служения, для созидания Тела Христова, 13. доколе все придем в единство веры и познания Сына Божия, в мужа совершенного, в меру полного возраста Христова; 14. дабы мы не были более младенцами, колеблющимися и увлекающимися всяким ветром учения, по лукавству человеков, по хитрому искусству обольщения,

Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней