Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ умӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ункӑсем вылянма тытӑннӑччӗ — пӗтрӗҫ, ҫухалчӗҫ сывлӑшра йӑр-яр чӑмса ҫӳрекенскерсем.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Хучӗсене пичетленӗ пулин те, паллах, вӗсем алран алла вӑрттӑн ҫӳрекенскерсем, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинче яланхи пек, полици пичетлеме ирӗк панӑ паллӑ та ҫук.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Виҫӗ вӑрӑ-хурах утрав тӑрӑх ҫаплипех сӗтӗрӗнсе ҫӳрекенскерсем, пире сахал кансӗрлеме пултараҫҫӗ.Три разбойника, все еще бродившие по острову, мало беспокоили нас.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пирӗн разедчиксем, хресченсем пек тумланса пасарсене кайса ҫӳрекенскерсем, нимӗҫсен орудисем тиенӗ автомашинисем Бурынь, Конотоп, Кролевск, Глухов, Шалыгин хулисенчен Путивль хулине куҫма тытӑнни ҫинчен пӗлтерме пуҫларӗҫ.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Сатирсем — авалхи римлянсем ӗненнӗ тӑрӑх, вӑрманти тата уйри ҫурма турӑсем, эрехпе хаваслӑх туррипе (Вакхпа) пӗрле ҫӳрекенскерсем.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Анчах тавар илекенсене астарса кӗртес тата сутӑ тӑвас тӗлӗшрен ман ӗҫ начар ӑнӑҫса пыратчӗ; ҫав калаҫма юраман салху мужиксем, йӗкехӳресем пек карчӑксем яланах темрен хӑраса та пуҫа усса ҫӳрекенскерсем, мана хӗрхенмелле пек туйӑнатчӗҫ, ман ҫирӗм пус ытлашширех ыйтмасӑр тавар илекене иконӑн чӑн хакне шӑппӑн калас килетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юрататӑп шӑшисене, ҫавӑн пек шӑппӑн ҫеҫ ярӑнса ҫӳрекенскерсем…
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑвӑрт перекен ҫӗнӗ йышши тупӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑскерсем, ҫиҫӗм пекех хӑвӑрт куҫса ҫӳрекенскерсем, вӗсем фронт тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, чи хӑрушӑ вырӑнсене кӗтмен ҫӗртен пыра-пыра тухаҫҫӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫак ҫынсем шӑп та шай пирӗн ҫинче вӗҫсе ҫӳрекенскерсем, вӗсем чутах самолёт ураписемпе пирӗн батарейӑна ҫаклатса каятчӗҫ.Эти люди с того самого самолета, который носился над нами и чуть не задел колёсами нашу батарею.
Пӑтӑрмах // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл ҫав хӗрарӑма хӑйпе юнашар тӑратать те, ун куҫӗ умне ҫав самантрах тӗлӗнмелле ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ, тул енчен илемлӗ, шал енчен ырӑ та лӑпкӑ, ӗҫе юратман вуншар ҫынсене кунсеренех курмасӑрах пурӑнма май паракан пурнӑҫ тухса тӑрать; ҫав ҫынсем, ялан темшӗн кӑмӑлсӑр ҫӳрекенскерсем, е кӑшкӑраҫҫӗ, ӳпкелешеҫҫӗ е, улталама тӑрӑшса, суяҫҫӗ, вӗсем йӑлӑхтармалла йӑпӑлтатни, пытарма пӗлмен, анчах та ӳссех пыракан курайманлӑх пекех, тарӑхтарса ҫитерет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Курортсем тӑрӑх ҫӳрекенскерсем: «Эх, Кавказ! Ох, Кавказ!..»
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫӗр ҫинче аран-аран ҫеҫ йӑраланса ҫӳрекенскерсем ту ҫине ун ҫӳллӗш хӑпарни питех те тӗлӗнтерет вара!Прямо удивляешься, как животное, такое неуклюжее на суше, может забраться на почти отвесную скалу.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
Тискер хресченсем, вӗсене вӑрмансемпе уй-хирсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳрекенскерсем, хӑйсен апатне ҫитеркеленӗ, урӑх вӗсемшӗн нимӗн те туман.
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хаҫатсем сутса ҫӳрекен ачасем, ҫӗнӗ номер тухасса кӗтсе халлӗхе мӗнле кирлӗ апла выляса ҫӳрекенскерсем, ҫак шывра ишекен ачасем тата тӗлӗнмелле тумтир тӑхӑннӑ ҫын тавра пухӑнса тӑнӑ, ӑна тем тӗрлӗ сӑмахсем каласа витленӗ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Кусене иккӗшне эпӗ ытлашши хытах айӑпласшӑн мар, анчах пурпӗр вӗсене суя ятпа ҫӳрекенскерсем тесе шутлатӑп, тен, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсем татах пур-ха — ӑҫтан пӗлсе ҫитерӗн.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Малтанах эпӗ вӗсем атӑ ҫӗлекенсем пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах апла мар; вӗсенчен нумайӑшӗсем тӗрлӗрен департаментсенче ӗҫлеҫҫӗ, чылайӑшӗсем пӗр казеннӑй ҫуртран тепӗр казеннӑй ҫурта хут ҫырса яма та ӑста пултараҫҫӗ; теприсем вара уҫӑлса ҫӳрекенскерсем, е кондитерскисенче хаҫат вуласа ирттерекенскерсем, пӗр сӑмахпа каласан, йӗркеллӗ ҫынсемех ӗнтӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун пек совет ачисем, кӗлмӗҫе тухса выҫӑпа асапланса ҫӳрекенскерсем, сахал-и вӗсен тылӗнче?Мало ли их, этих нищих, голодных советских детей, бродит у них в тылу?
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
6. Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7. Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2