Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр; 45. хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ; 46. эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4. эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме куҫӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗрте тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1