Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗпе (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюксеница районӗн ҫӗрӗпе юхать.

Протекает по территории Нюксенского района.

Нюксеница (юханшыв) // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... %8B%D0%B2)

— Эпӗ те саншӑн шухӑшларӑм, ҫӗрӗпе калаҫса выртрӑмӑр Улюнапа сан пирки, — ӗҫне пӑрахса, Ҫимунпа юнашар тухса ларчӗ Архип Григорьевич.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑслӑ шухӑш пырса кӗчӗ Кулюкка пуҫне: «Куҫма каланине Хӗветӗр итлес ҫук. Руса урлӑ чӗнтерес мар-ши? — шутларӗ вӑл. — Пурпӗрех ҫӗрӗпе куҫа хупаймӑн».

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Туйра ташланӑ, савӑннӑ, ҫӗрӗпе ҫывӑрман тата тӑватӑ сехет утнӑ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хурланса тухнӑ Иван патша патӗнчен, ҫӗрӗпе ҫывраймасӑр хӑшкӑлнӑ.

Помоги переводом

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хӑлхинчен пианино сасси кунӗпе те, ҫӗрӗпе те кайма пӗлмерӗ.

Помоги переводом

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑҫатӑсемпе алсасем ҫӗрӗпе лайӑх типнӗ, халӗ ырӑ ӑшӑ сапаҫҫӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл каҫ ҫамрӑк мӑшӑр, тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу ҫитнишӗн савӑнса, ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла майпа тухатмӑш карчӑк вӗсем ҫинче ҫӗрӗпе ярӑнса ҫӳресшӗн пулнӑ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Аслӑ ҫул ҫинче ҫӗрӗпе ӗрӗхтерсе шыраса ҫӳренӗ хыҫҫӑн карчӑк никама та тӗл пулманнипе тарӑхса кӗпер еннелле ҫул тытнӑ иккен.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗрӗпе ӗрӗхсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ӑрӑмҫӑ карчӑк та ывӑнать-тӗр, ҫывӑрасси те килет-тӗр унӑн.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр аслатиллӗ сасӑпа ҫӗрӗпе ахӑлтатать тет.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗрӗпе ҫывӑрайман эпӗ…

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗрӗпе чӳрече умӗнче ҫил кашларӗ.

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӑкӑлтатса лар унпа ҫӗрӗпе.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав шутран, Ҫурҫӗр Ҫӗрӗпе Охотск тинӗсӗ таврашӗнчи цикдон ҫине пырса кӗресрен, маршрутран пӑрӑнса, 600 ҫухрӑм вӗҫнӗ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫӗрӗпе шыранӑ, анчах тата икӗ ҫынна — кимӗн 34-ри водителӗпе 8 ҫулти пассажира, тупайман.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫӗрӗпе тавлашнӑ тет, ирхине вара ӑру пуҫлӑхӗ патне ӑс ыйтма кайнӑ тет.

Они спорили всю ночь, а утром решили пойти за советом к старейшине.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Ҫӗрӗпе ҫывӑрман Пахом Петрович черкке тӑррине татса панипех лӗштӗр ывӑнса кайрӗ те, пӳрте кӗрсе, диван ҫине выртрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней