Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрлехи (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗтрелӗх ҫинче ҫӑлтӑрсен пысӑках мар палӑракан каплам пур, ҫакӑ Лагунӑна ҫуллахи ҫӗрлехи тӳпен паллӑ вырӑнӗсенчен пӗри пек тӑвать.

Туманность содержит небольшое звёздное скопление, наложенное на неё, что превращает Лагуну в одну из достопримечательностей летнего ночного неба.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

Шӑнса пӑрланнӑ шыв тумламӗсем пек курӑнакан ҫӑлтӑрсем хушшинче хӑлхаллӑ уйӑх ҫӗрлехи шӑплӑха итлет.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра ҫӗрле пӗччен ан ҫӳре-ха, тем курса тӑрӑн, сахал-и усал ҫынсем ҫӗрлехи хулара.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑрушӑ, хӑрушӑ ҫӗрлехи ҫумӑрлӑ, ҫиллӗ, аҫа-ҫиҫӗмлӗ ҫанталӑк.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аван-ҫке ҫӗрлехи вӑрманта тӗлкӗшсе ҫунакан кӑвайт умӗнче тӳпенелле пӑхса канса выртма.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӗрнӗ ҫатма пек пысӑкланнӑскер, анӑҫри вӑрман тӑррисене ылтӑн-кӗмӗл пӗлӗтсемпе эрешлесе, ҫӗрлехи ыйха путма хатӗрленет.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ усал ӗҫ тунине ҫӗрлехи тӗттӗм пытарӗ те, шывран йӗпенмесӗр тухӑп тесе шутларӑн пулӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун алкум вӗҫне васкаса тухрӗ те хӗсӗкрех куҫӗпе ҫӗрлехи тӗттӗме сирме тӑрӑшса тарӑхрӗ:

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрлехи ӗҫсем аван мар вӗҫленме пултарасса ӑнланчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫӗрлехи хуралҫӑсем тӗпренех апатланаҫҫӗ иккен», — пӗтӗмлетрӗ Подоприхин.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрлехи вӑрӑсене те канӑҫ ҫук пиртен: вӗсен ӗҫ хатӗрӗсене пытарса хуратпӑр, ахлатса та ухлатса сехрисене хӑпартатпӑр.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Кунсӑр пуҫне ҫӗрлехи уҫӑ сывлӑш маншӑн усӑллӑ ҫеҫ пулӗ.

Ночная свежесть пойдет мне на пользу.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чӑнах та-ҫке, икӗ ҫын кашни пушӑ минута пӗрле ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармаҫҫӗ, вӗсен пытармалли те нимӗн те ҫук пулсан, ҫывӑрма выртнӑ чух ҫӗрлехи вӑхӑта вӑл сана унран уйӑрнӑшӑн кураймастӑн пулсан, ирхине, малта яра кун пулассине тата кунӗпех пӗрле пулма май пуррине туйнипе савӑнӑҫлӑн вӑранатӑн пулсан — ун ипе чух ним ҫинчен те ыйтмалли ҫук…

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова киноаппаратӑн объективӗ шӑп вӑл утса пынӑ ҫав куна, каҫа е ҫӗрлехи вӑхӑта тытнӑ пек туйӑнчӗ, — ун чух хӑй ӑҫта кайнине ас тӑвать вӑл!

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Комбинезонсем тӑхӑннӑ ҫынсем йывӑр тенкелсене таҫта шалалла, пляжпа тинӗсрен аяккарах илсе кайрӗҫ: вырӑнти влаҫсем канакансен тасалӑхӗшӗн хыпса ҫуннӑ, вӗсене ҫӗрлехи илӗртекен япаласенчен сыхлана.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Заявлени ҫыраканӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, машинӑна ҫӗрлехи вӑхӑтра Коммунистическая урамран вӑрланӑ.

Помоги переводом

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Кӗнекере «Ҫӗрлехи тӗлпулу» поэма пысӑк вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Вӗсен хушшинче ҫӗрлехи вӑхӑтра ҫутатакан парашют куполӗ.

Помоги переводом

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Ҫӗрлехи урама енчен енне пӑхса итлерӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑхӑт пилӗк сехет кӑна пулин те тулта сӗм ҫӗрлехи пек тӗттӗм.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней