Поиск
Шырав ĕçĕ:
37. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть; апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; 38. ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, вара иккӗшӗ те упранса юлӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӗнӗ эрехе те никам та кивӗ сӑран хутаҫа тултармасть: апла тусассӑн ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултарас пулать, тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫынсем лӑпкӑн калаҫнӑ, анчах сӑмахӗсем темле раснах вирлӗнтерех тухнӑ, — ҫӗнӗ сӑмахсемпе, ҫӗнӗ шанчӑксемпе калаҫнӑ, тен, ҫак ҫӗнӗ шанчӑкӗ хӑйсемшӗн те паллах пулайман пулӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Мӗнле ҫӗнӗ терт те ҫӗнӗ ӗҫ, ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе телейӗм-инкекӗм пулӗ-ши тата!Какие новые испытания, новый труд, новые мечты, счастье или несчастье?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Черный, диверсисем тӑвассине тата хӗҫпӑшаллӑ кӗрешӗве хатӗрленессине ертсе пыраканскер, ҫар ҫынни пек шухӑшлатчӗ, вак япаласем ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхмастчӗ, ӗҫсене анлӑн тунипе, ывӑнма пӗлменнипе тата ҫӗнӗ майсем хӑвӑрт шухӑшласа тупнипе паллӑ пулса тӑратчӗ; ӗҫ валли ҫӗнӗ формӑсем тата ҫӗнӗ ҫынсем шыранӑ чух унӑн ӗҫӗ яланах ӑнӑҫлӑ пулатчӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫӗнӗ ташӑсем, ҫӗнӗ ятсем, ҫӗнӗ талантсем…
«Утравӗ» чӑнах та ҫирӗп // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17
Ҫут тӗнчене килекен ҫӗнӗ ҫынна, ҫӗнӗ чуна Тухӑҫран килекен, пуҫланакан Ҫӗнӗ кунпа танлаштарнӑ.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
36. Вӑл вӗсене тата ытарӑш каласа панӑ: никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе саплӑк лартмасть; апла ҫӗнӗ тумтирӗ те пӑсӑлать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авалхи тусна ан пӑрах, ҫӗнӗ тус унпа танлашаймӗ: 13. ҫӗнӗ тус вӑл — ҫӗнӗ эрех пек: авалхи эрехе киленерех ӗҫетӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав таса шухӑшсем, ташӑри пек, пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ те, самантлӑх ыталашса илнӗ хушӑра, ҫулӑмлӑн ҫиҫсе илсе, ҫӗнӗ вут-ҫулӑм, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пуҫ тӑнне ҫавӑ ҫине-ҫине тӑрсах чӗрӗ сывлӑш вӗре-вӗре кӗртнӗ, ирӗксӗрех ӑна этеме ҫӗнӗ майлӑ хӳтӗленмелли пурнӑҫа сыхламашкӑн ҫӗнӗ крепоҫсем лартмалли плансем тутарттарнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Куҫӗсем ирӗксӗрех темле типпӗн те хӗрӳллӗн пӑхнӑ чух, сӑнӗ салхулансан, темле тӑрӑшсан та, кулас, калаҫас килмесен, Штольц политика ҫинчен, наукӑри ҫӗнӗ утӑмсем ҫинчен, искусствӑри ҫӗнӗ творчество ҫинчен хавхаланса калаҫнине ним пӑлханмасӑр итленӗ чух — Ольга унран пытанма е чирлӗ пек пулма тӑрӑшать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑй таврашӗнчисене унчченхинчен шанчӑклӑнтарах пӑхать, пулассинчен именмест; унра ӑсӑн ҫӗнӗ енӗсем, характерӑн ҫӗнӗ йӗрӗсем уҫӑлчӗҫ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ку вӑй выляни, организм вӑранни пулас… — терӗ Ольга ун сӑмахӗсемпе, чӗри халиччен пулман пек вӑрканине тимлӗн итлесе, вӑранакан ҫӗнӗ вӑйӑн кашни ҫӗнӗ ӗҫнех ҫивӗччӗн те хӑюсӑррӑн тинкерсе.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Паянхи ученӑй халӑхшӑн тӑрӑшать; вӑл ҫав тери пысӑк строительство задачисене татса парать, ҫӗнӗ промышленность, ҫӗнӗ техника тӑвать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Петербургри наукӑсен академикӗн членӗ пулнӑ, 800 яхӑн наука ӗҫӗ ҫырнӑ, математикӑра ҫӗнӗ разделсем, ҫӗнӗ мелсем уҫнӑ.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Техника матурлансах пырать, кашни хирӗҫтӑрӑва ҫӗр ҫинчи наука ҫӗнӗ хӑватпа, ҫӗнӗ опытпа кӗтсе илет.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950