Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗлӗкрен (тĕпĕ: ҫӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран илсе пӑхрӗ ӑна Ахтупай — ҫӗлӗкрен ал лаппи пысӑкӑш тир татки ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав пӗр йывӑҫ ҫумӗнче ҫӗлӗкрен пысӑк ӑвӑ кӑмпи капланса тӑрать, ун леш енче — ҫӗр ҫултан иртнӗ ватӑ юман, юманпа юнашар — ватӑ хурама.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн нимӗнпе те хупламан хура ҫӳҫе (тепӗр каласан, унӑн ҫӳҫӗ кирек епле ҫӗлӗкрен те ирттерет) тӗмӗсем хушшинче вӗлтлетсе ҫеҫ пырать.

Его черная, ничем не прикрытая головка (впрочем, его волосы могли заменить любую шапку) так и мелькала в кустах.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Вӑрансанах вӑл чи малтан ҫӗлӗкрен ярса тытрӗ, анчах вӑл пуҫ ҫинче ҫӑт ларнӑ пирки, конверчӗ ун ӑшӗнчех пулӗ тесе лӑпланса, хывмарӗ.

Первым движением его было схватиться за шапку: она сидела плотно на голове: он и не снял ее, уверенный, что конверт тут.

// Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӑл ҫӗлӗкрен пысӑках та марччӗ.

Величиною с шапку.

Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Саша та, малтан тӗлӗннӗскер, мана ҫӗлӗкрен хавассӑн хаплаттарса илчӗ те, хӑйӗн карабинӗ ҫумне лайӑхрах пӑчӑрӑнса, гитлеровецсене ҫунтарма тытӑнчӗ.

И то, что Саша, сначала вроде изумленный, а потом восторженный, хлопнул меня по шапке и, уже припав к своему карабину, начал жечь гитлеровцев.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней