Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленетпӗр (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эппин, улттӑра — ҫӗкленетпӗр?

— Итак, в шесть — тревога.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫӳлелле ҫӗкленетпӗр вӗт!

Ведь на подъем идем!

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Алла-аллӑн тытса ҫӗкленетпӗр, Кисрететпӗр, ишетпӗр трона.

И, сплетая в союз братский руки, Силой буйной разрушим мы трон.

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Халех атакӑна ҫӗкленетпӗр!

Сейчас пойдем в атаку!

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эппин эпир те ҫӗкленетпӗр? — пӗлесшӗн пулчӗ Марко.

— Значит, и мы восстанем? — осведомился Марко.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр кун хушшинчех эпир ҫӗр пинӗн ҫӗкленетпӗр!

Ведь в один день нас поднимется сто тысяч человек!

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халлӗхе эпир пӗр тӑшмана ҫеҫ куратпӑр-ха, вӑл тӑшман — тӗрӗксем, вӗсене хирӗҫ ҫӗкленетпӗр те эпир.

Пока что мы видим только одного врага — турок и против них восстаем.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.

— Бросают зеленые волны нашу маленькую лодку, как дети мяч, заглядывают к нам через борта, поднимаются над головами, ревут, трясут, мы падаем в глубокие ямы, поднимаемся на белые хребты — а берег убегает от нас всё дальше и тоже пляшет, как наша барка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней